Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНĔ ÇĔРЕ КУÇМА ÇĂМĂЛ ПУЛМАН

19 июля 2008 г.

Çак кунсенче çĕнĕсĕнтĕрсем ял пуçланса кайнăранпа 80 çул çитнине паллă турĕç. Ун пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Нумаях пулмасть пирĕн пата Кивĕ Сĕнтĕрте çуралнă, пĕчĕклех Çĕнĕ Сĕнтĕр ялне куçса кайнă Полина Алексеевна Толмачевăран (Владимировăран) çыру килчĕ. «Пирĕн çĕнĕ ял пуçарса янă çынсем çинчен манса каймалла мар. Вĕсем пурнăçа, хăйсен ачисене, çуралнă çĕре, çутçанталăка юратнă. Йывăрлăхсене чăтса ирттернĕ. Çĕнĕ çĕрте çурт-йĕр лартмалла, хуралтăсем çĕклемелле пулнă. Тырпул акса ÿстерме çĕрсем уçма тивнĕ. Кивĕ Сĕнтĕртен куçса каякансем хушшинче пирĕн çемье те пулнă,— çырать Полина Алексеевна. Унăн асаилĕвĕпе паллашар-ха.

— 80 çул каяллахи пурнăç патне таврăнатăп та, кивĕсĕн- тĕрсен çĕнĕ çĕре куçса кайма сăлтавсем пулнах. Вĕсем унта лайăхрах пурăнасса шаннă. Анчах та вĕсене хăйсем çуралса ÿснĕ çĕрпе, хуçалăхсемпе уйрăлма çав тери йывăр пулнине ăнланмалла.

Чи малтан ялтан куçса каякансем темиçен çеç пулнă. Вĕсен хушшинче — манăн атте, Алексей Владимирович Владимиров та. Вăл мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса ÿснĕ, пурне пĕлнĕ, ăша хывнă. Ыркăмăллăскер çутçанталăка питĕ юратнă. Ир авланса тĕп килтен уйрăлса тухнă. Киреметкасси урамĕнче çурт-йĕр çавăрнă. Вăл урамра, тĕпрен илсен, çамрăк çемьесем пурăннă. Çĕнĕ кас пулнă май вĕсене тăрантараканни пĕртен-пĕр çĕр çеç пулнă. Ялти икĕ урамра вара çирĕп хуçалăх тытакансем пурăннă. Вĕсем ял хуçисем шутланнă.

Ялти чи илемлĕ вырăн — пирĕн пахча хыçĕнчеччĕ. Çуркунне Мускалхи кÿлĕ тулса çитетчĕ. Унта ял çыннисем кĕпе-йĕм çăватчĕç, шыв ăшăнсан ача-пăча шывра чăмпăлтататчĕ. Çывăхрах вăййа тухатчĕç, пĕчĕккисем тĕрлĕ вăйă выляма пуçтарăнатчĕç. Киремет çырми текен вырăнта çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн Акатуй уявне ирттернине ас тăватăп. Унта пăтă пĕçеретчĕç, тĕрлĕ вăйăсем йĕркелетчĕç. Анаткас тата Кĕперкас урамĕсен варринче тарăн çырмаччĕ. Унта çăл куç тапса тăратчĕ.

Октябрьти Аслă революци хыççăн Кивĕ Сĕнтĕр ялне Мигунов помещик çĕрĕсене уйăрса пачĕç. Пысăк лаптăкчĕ вăл, Луцки ялĕ патнех çитетчĕ: Павар çырми, Вылятам çырми, Хырлăх вăрманĕ. Çырмара тата вăрманта йывăçсем нумайччĕ. Шĕшкĕ, пилеш, хурлăхан, хăмла çырли тĕммисем питĕ нумайччĕ. Çăлкуçсемпе те пуянччĕ. Вылятан çырминче Мигунов помещикăн шыв арманĕ ĕçленĕ. Вăрман тискер чĕрчунсемпе, кайăк-кĕшĕкпе пуян пулнă. Кашкăр, пăши, тилĕ, сăсар, мулкач курнине калатчĕç. Кайăк-кăвакалпа ăсан та пулнă. Вăрманта хура çырла, çĕр çырли, хăмла çырли тата нумай-нумай кăмпа ÿснĕ. Анчах та çак пуянлăхпа пирĕн ял çыннисем питех усă курайман. Инçе пулнă, тискер кайăксенчен хăранă.

Кивĕ Сĕнтĕртен темиçе çухрăмра Кĕтне юханшывĕ юхса выртатчĕ. Ун урлă йывăç кĕперччĕ. Унтан хăйăрлă çĕр пуçланатчĕ. Вăл çĕрсем çинче курăк та япăх ÿсетчĕ.

Вăрманлă çĕр çинче пурăнсан та кивĕсĕнтĕрсем япăх пурăнатчĕç. Халăх пуçтарăнмалли вырăн пĕртен-пĕр хурал пÿртĕччĕ. Пуçламăш шкул М.В.Тяканова çуртĕнче вырнаçнăччĕ. Пĕр пÿлĕмре пур ÿсĕмри ачасем те вĕренетчĕç. Хĕрлĕ Чутайран килнĕ учитель пĕлÿ паратчĕ. Вăл çемйипе пирĕн кÿршĕре Матвей Паймушин патĕнче пурăнатчĕ.

Ялта лавкка пулман. Пиртен чылай аякри Терпит ялне тĕрлĕ япаласем туянма çÿреттĕмĕр.

Медицина пулăшăвĕ илме Аслă Каçалти фельдшер пунктне е Сиккассинчи земство больницине çитмелле пулнă. Ял çыннисенчен чылайшĕ трахома, сар ÿкнипе, чĕп куç, скарлатина тата ытти йывăр чирсемпе нушаланатчĕç.

1921 çулта Атăл тăрăхĕнче выçлăх пулнă. Ялсенчи нушаллă çемьесем валли ятарлă пунктсем уçнă. Анаткасра çăкăр пĕçернĕ, какао вĕретнĕ. Унăн шăрши пĕтĕм ялĕпе саланатчĕ, маншăн халĕ те асрах.

Атте питĕ кулянатчĕ. Помещик çĕрĕ çинче пуянлăх пур тесе шутлатчĕ. Унта куçса каяс кăмăллăччĕ. Анчах та ял çыннисенчен чылайăшĕ ку шухăша ырламан. Çавăнпа атте çамрăксемпе тĕл пулса калаçатчĕ. Аттен шăллĕсем — Николайпа Егор, Виктор Зайцев, Андрей Абукин, Василий Смирнов, Тимофей Манзуркин, Максим Степанов, шăллĕпе пиччĕшĕ Архиповсем, Иван Зайцев, Григорий Кокшин ывăлĕпе, Тарасовсем, Шамбулинсем, Конторскисем, Паймушинсем, Пудовкинсем, пурĕ 60 çын, 1928 çулта çуракине вĕçленĕ хыççăн кивĕ вырăнти çуртсене пăсса çĕнĕ çĕре лашасемпе турттарма пуçланă. Ял вырăнне икĕ çырма варрине палăртнă, 60 çурт вырнаçмалăх урам йĕркеленĕ. Кашни икĕ çурт çумне тăкăрлăк хăварнă.

Çĕнĕ вырăнта çурт тума, хуралтăсем çавăрма тăвансем те йышлăн пуçтарăннă. Эпир те, пĕчĕккисем, айккинче юлман. Япаласем тиенĕ лашасене тытса пынă. Темĕнле хĕн пулсан та сивĕсем пуçланиччен кашниех çурта пурăнма кĕнĕ.

Кĕркунне атте 25 тĕп улмуççи кăларса килсе лартрĕ. Эпир вĕсене шăварсах тăтăмăр. Пурте чĕрĕлчĕç. 1929 çулхи сентябрь уйăхĕнче пирĕн пилĕк кĕтеслĕ çуртăн пĕр пÿлĕмĕнче пуçламăш шкул уçрĕç. Учитель пулса Саратов облаçĕнчен килнĕ А.А.Кузнецов ĕçлетчĕ. 1-мĕш класра 19 ача вĕренетчĕ. Иккĕмĕш класра пире С.И.Вишневский учитель пĕлÿ пачĕ.

1930 çулта Чулхуларан агитаторсем килчĕç. Çак çул ялта «Красное Сормово» хуçалăх туса хучĕç. Пĕрремĕш председателе Иван Алексеевич Зайцева суйларĕç.

Ялтан тухса кайсан эпир пиччепе иксĕмĕр те аслă пĕлÿ илтĕмĕр. Çĕршывшăн, халăхшăн ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайрăмăр. Шел, пичче тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннă хыççăн нумай пурăнаймарĕ, 44 çулта çĕре кĕчĕ.

Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕ аталансах пынă, пытăрччĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика