Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш юмахĕ тумтир çĕлеме хавхалантарнă

23 сентября 2021 г.

Чăваш юмахĕ тумтир çĕлеме хавхалантарнă

Ача чухне вăл килти пуканисене тум çĕлесе тăхăнтартнă, халĕ — Чăваш патшалăх пукане театрĕнчисене. Кристина Макосеева модельер художника театр хăйне евĕр асамлă сывлăш пуррипе илĕртнĕ.

Шоппер çинче — тухьяллă хĕр

25 çулти Кристина кунта виççĕмĕш çул ĕçлет. Вăл — Йĕпреç районĕнчи Пучинкерен. Пике ача чухне ялти ӳнер шкулне çул такăрлатнă.

— Пире ку енĕпе чăннипех ăннă. Район центрĕнчен Светлана Русскова вĕрентме çӳретчĕ. Учитель мĕнле пулнинчен, кăсăклантарма пĕлнинчен, унăн психологийĕнчен нумай килет. Вăл тăрăшнипе эпĕ ăсталăх шайне чылай ӳстертĕм. Чăннипе, манăн çул çинче пултарулăха уçакан, пулăшса пыракан çынсем тупăнни — тĕлĕнтермĕш. Шкулта пуçламăш классенче ăс пухнă вăхăтра тĕрлеме вĕрентĕм. Çак ăсталăха класс ертӳçи Зоя Акчурина хăнăхтарчĕ. Вăл чăвашлăхшăн нумай тăрăшатчĕ. Хĕрачасем кăна мар, арçын ачасем те тĕрлетчĕç, — калаçăва пуçларĕ çамрăк. Кристина ача чухнех чăваш эрешĕсене килĕштернĕ. Класс ертӳçи вĕрентнипе пуканесене чăваш тумĕ те тăхăнтартнă вăл. Халĕ вĕсем шкулти музейра упранаççĕ.

Кристина ӳнере кăмăлланипех çак енĕпе пĕлӳ илме шухăшланă. Хĕр Шупашкарти ӳнер училищинче 4 çул ăс пухнă. Вăл — театр костюмĕн художникĕ. Студент çулĕсем пикешĕн пĕр самант пекех иртнĕ, пурнăçĕнчи чи кăсăклă тапхăр пулса тăнă. «Кашни кун уяв пекчĕ», — аса илет Кристина. Студент çулĕсенче вăл Раççейри тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Мускава та çитнĕ. Хусанта иртнĕ пултарулăх ăмăртăвĕ уйрăмах асра юлнă. Кристина пĕрле вĕренекен тантăшĕпе «Кĕмĕл илем» коллекци хатĕрленĕ. Хальхи модăпа килĕшсе тăракан тума чăвашлăх сĕмĕ кĕртнĕ. Кун хыççăн Кристинăн кулленхи пурнăçра чăваш тĕррипе ытларах усă курас кăмăл çуралнă. Пике çĕвĕç пулас ĕмĕтпе ятарлă курса çитнĕ. Унта çулталăк вĕренсе ăсталăхне аталантарнă.

Нумаях пулмасть вăл чăваш тĕрриллĕ тум çĕлеме шухăшланă. Чăваш мифологийĕпе кăсăкланса, юмахсене вуласа ӳснĕскер коллекци хатĕрленĕ. Бренда вăл «Виçĕ хĕвел» ят панă.

- Чăваш юмах-халапĕ тăрăх, пирĕн тĕнче виçĕ хĕвелтен пуçланнă. Юмахăн тĕшши çавнашкал: çынсем мĕн пуррине хакламан,çухатма çăмăл, тавăрма вара йывăр. Ку филисофие хамăн ĕçсенче кăтартма шухăшларăм. Пирĕн культура, йăла-йĕрке манăçа ан тухчăр. Шел те, чăвашла калаçакансен йышĕ сахалланать. Çакă питĕ кулянтарарть. Тĕп хуламăрта тăван чĕлхепе пушшех те сахал усă кураççĕ. Хусанта, сăмахран, кашни кĕтесре тутар чĕлхине илтме пулать. Пирĕн мĕншĕн ун пек мар?- çивĕч çак ыйту Кристинăна питĕ кулянтарать.

Унăн коллекцийĕнче чăваш сĕмĕллĕ тумтир те, шоппер та пур. Юлашки хальхи вăхăтра уйрăмах модăра. Вăл – лавккана çÿремелли сумка. Шоппер экологи тĕлĕшĕнчен таса, унпа чылай вăхăт усă курма пулать, хутаç пек çут çанталăка вараламасть. Ăна уйрăмах çамрăксем кăмăллаççĕ. Çавăнпа Кристина ăна çĕлеме шухăланă та: « Вĕсем – халахăн пуласлăхĕ». Тухъя тăхăннă хĕр ÿкернĕ шопперпа лавккана çÿреме кăмăллă паллах. Пике çĕленĕфутболкăсене вара гардеробри кирек мĕнле япалапа та тăхăнса килĕшÿллĕ курăнма май пур.

Кристина ÿкернĕ тухъя-масмаклă хĕрсем те хăйне евĕр: сарлака куç харшиллĕ, хулăн туталлă.

- Ку мĕнле çыхăннă-ха? Пĕтĕмпех паянхи пурнăçпа килĕшсе тăмалла, пирĕн культурăна çĕнетмелле тесе шухăшлатăп. Эпир халĕ куллен ĕлĕкхи чăваш кĕписене тăхăнса çÿрейместпĕр вĕт. Ку меллĕ маар. Çакă манăн  ÿкерчĕксене те пырса тивет. Вĕсен те хальхи пурнăçпа пĕр килмелле,- палăртрĕ çамрăк ÿнерçĕ. Вăл çитес çул çуркунне коллекцийĕнчи ĕçĕсемпе Хусанта иртекен конкурса хутшăнасшăн. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – çынсене хамăрăн культурăпа паллаштарасси.

Лавккара туяниччен хай çĕлет

Ÿнер училищинче ăс пухнă вăхăтра Кристинăна Шупашкарти тĕрлĕ театрта ĕçлекенсем вĕрентнĕ. Вăл театрсене çÿресе чаршав хыçĕнчи пурнăçпа паллашнă: цехсенче пулса курнă, спектакле сцена çине мĕнле кăларнине сăнанă. Шăпах çакăнтан театра юратасси пуçланнă та.

- Унти сывлăш манна питĕ çывăх. Театрта ĕçлеме май тупăнсан тÿрех килĕшрĕм. Тĕлĕнмелле вĕт: сан умра алăк уçăлать те эсĕ унта кĕрсе юратнă ĕçпе аппаланма тытăнтăн, - йăл кулчĕ пике.

Пĕр вăхăт вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче декоратор художникра тăрăшнă. Пукане театрĕнче вакансии пурине пĕлсен унта куçнă. Кристина пуканесем кăна мар, артистсем валли те тум çĕлет. Çитес уйăхра сцена çине черетлĕ спектакль тухмалла, çавăнпа çанă тавăрса ĕçлеççĕ.

- Чылай çын пĕр тĕрлĕ ĕçпе çеç аппаланать. Эпĕ ун пек мар: пĕр кун пусма виçсе касма, тепĕр кун çĕлеме пултаратăп. Е тĕрлетĕп, е апликаципе аппаланатăп. Кашни ĕçех интереслĕ. Пурне те чунран пурнăçлатăп, çавăнпа ывăннине те туймастăп, - шухăшне пĕлтерчĕ пултаруллăскер. Кристина пукане ăсталакалансемпе пĕр пÿлĕмрех ларать. Пуканесем унăн куçĕ умĕнчех «кун çути кураççĕ». Ун хыççан вăл вĕсене тум тахăнтарать. Кашни пуканен хăйĕн чунĕ-мĕн, тепĕр чухне ăсталанă вăхăтра йывăрлăхсем те пулкалаççĕ.

Училищĕре ăс пухнă чухне Кристина тĕрлĕ тапхăрти костюмсен историне вĕреннă: Авалхи Римпа Грецирен пуçласа паянхи кунччен. Халь тăк халь кирек хăшне те çĕлесе пама пултарать Çамрăкскер лавккари тумсене те профессионал пек хаклама тăрăшать, çĕввине, пусма пахалăхне пăхать. Тумтир хакĕ «çыртсан» пусма туянать те хăйех çĕлет. Çывăх çыннисем валли япала çĕленĕ чухне уйрăмах хавхаланть вăл. Халĕ Кристина сценограф пулас ĕмĕтпе пурăнать. Вăл – спектакле илекм кĕртекен художник. Анчах Чăваш Енре сценографсене вĕрентмĕççĕ. Кристина ятарлă курсра ăсталăхне ÿстерсе çак енĕпе аталанса çитĕнÿсем тăвасшăн.

 

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика