29 января 2021 г.
Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пучинкери Çветтуй Троица тата Богоявлении турăшĕн часовнин попечительсен канашĕн (унта пĕтĕмпе 25 çын чăмăртаннă) анлă ларăвĕ пулнă. Ларура иртнĕ 2020 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ тата кăçал валли çĕнĕ тĕллевсем палăртнă.
Пуçтарăннисем умĕнче малтанах асăннĕ часовньăн попечительсен канашĕн ертÿçи Вера Егорова сăмах илнĕ. Вăл иртсе кайнă çулталăкра пурнăçланнăĕçсем çинчен отчет туса панă. « Чи пĕлтерĕшли çакă, - палăртнă Вера Васильевна. – Часовня çумне хушма çурт çĕклеме, чансем вырнаçтарма, çĕнĕ çуртăн шал енне сăн кĕртме тата ытти ĕçсене пурнăçлама банкран илнĕ кредитăн юлашки парăмне - 76 пин тенкĕне – тÿлесе татни». Председатель хайĕн самахĕнче парăмсене татнинче часовньăна килсех çÿрекенсен тÿпи пысăк пулнине палăртса хăварнă. Тĕне ĕненекенсем хăйсен кăмăл туртăмĕпе часовньăна аталантарма май килнĕ чухлĕ, хăйсем пултарнă таран, укçа-тенкĕ хываççĕ. Вера Васильевна попечительсен канашĕ, ял-йыш шухăш-кăмăлне шута илсе, 2021 çулта пурнăçлама палăртнă тĕллевсене те уçса панă. «Астăватăр-и, 2019 çулта чансем вырнаçтарнă хушма çурта савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Улатăр тата Пăрачкав епис- копĕ Феодор атте хутшăннăччĕ, çĕнĕçурта çветтуй шывпа сапса сăвапланă хыççăн, вăл пире тепĕр виçĕçултан, алтарь туса лартма ĕлкĕрсен, Пучинкене тепре килме шантар- нăччĕ, - аса илтернĕ канаш ертÿçи. - Владыка пиллесе хăварнĕĕçе кăçал пуçăнсан аванччĕ. Часовня çумне хушса тумалли алтарь çурчĕн никĕсне Çимĕк уявĕ тĕлне ярса хĕ- варма тĕллев лартатпăр. Никĕсне хывас валли паян-ыран укçа- тенкĕ хывас кăмăллăçынсем пур. Турă пулăшсан, хамăр пĕрле нимелле тăрăшсан, палăртса хунине çитме пулатех».
Попечительсен канашĕн членĕсем малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, алтаре çĕклеме 600-700 пин тенкĕ укçа кирлĕ пулать. Сахал мар сумма, çапах та часовньăран чăн-чăн чиркÿ туса хурас ĕмĕчĕ вырăнти халахăн питĕ пысăк. Çакă пурне те хавхалантарать. Нумай çыннăн кăмăлне тивĕçтерес тесен, алтарь çуртне хăпартмаллах, вара часовня чиркÿ статусне илĕ те пачăшкăсемпе служащисем кунта кĕлĕ вулама та, тĕне ĕненекенсен ытти йăли-йĕркине туса ирттерме те пултарĕç. Ларăва хутшăннисем пурте ку шухăш-сĕнÿпе килĕшнĕ, никам та çурма çулта чарăнса тăрасшăн мар. «Халăхпа пĕрле, пĕр шухашлă пулса çутăĕмĕт патнелле туртăнмаллах. Çавна май сăваплăĕçе валли укçа-тенкĕ пухма пуçламалла», - пĕтĕмлетнĕ юлашкинчен ларура сăмах тухса каланисем.
Источник: За победу