07 августа 2020 г.
Йĕпреç районĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 8808 гектар йышăннă, çав шутра кĕрхисем 2823 гектар. Ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан 8,7 процент ытларах. Техника культурисене те 947 гектар акса хăварнă. Кăçал ĕçченсем вырмана унчченхи çулсемпе танлаштарсан икĕ эрне маларах тухнă. Хальхи вăхăтра 621 гектар пушаннă ĕнтĕ. Гектар пуçне 37 центнер ытла тухнă. Ку тăрăхри «Красный партизан» колхозра çак кунсенче кĕрхи тулă вырма тытăнчĕ. Яваплă тапхăр пуçланнă ятпа ĕçченсене Пучинкери культура çурчĕ çумĕнчи юрă-ташă ăстисем, колхоз председателĕ Николай Иванов ăшшăн саламларĕ.
— Вырма çулсерен пĕр уйăх тăсăлать. Кăçал та вăхăтрах пуçтарса кĕртĕпĕр. Ăна валли техника, ĕçлекенсем çителĕклех. Тăрăшнине кура вĕсене хавхалантаратпăр, тивĕçлипе тÿлеме тăрăшатпăр. Типĕ кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшатпăр. Унччен хĕвеллĕ çанталăк тăнăран тырă хиртен типĕ кĕретчĕ. Çумăр çунă хыççăн нÿрĕрех кĕме тытăнчĕ те типĕтмех тивет-тăр. Тухăç та иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан пысăкрах пулни савăнтарать, — пĕлтерчĕ Николай Иванов ертÿçĕ.
Источник: "Хресчен сасси"