15 января 2020 г.
Районти ачасем пултарулăх çурчĕн пуçарăвĕпе кăрлачăн 8-мĕшĕнче Пучинкери вăтам шкулта 1-4, 5-8 классенче вĕренекенсем, шахматла выляма юратакансем хушшинче турнир иртнĕ.
1-4 классенче вĕренекенсен хушшинчи тупăшусенче 4-мĕш класра вĕренекен Н.Иванов çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, 2-мĕш вырăна иккĕн – 3-мĕш класри И.Бурмистровпа 4-мĕшĕнчи А.Иванов пайланă, 3-мĕш вырăнта – Я.Федоров (2-мĕш класс).
5-8 классенчи ачасенчен шахматла выляссипе 6-мĕш класра вĕренекен Д.Васильев пуринчен те ăстарах пулнипе палăрнă, вăл 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ, 2-мĕш вырăна çав класрах вĕренекен Р.Данилов тивĕç пулнă, 8-мĕш класри А.Алексеев виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Хĕрачасенчен шахматла пуринчен те маттуртарах вылякансем – А.Семенова (4 кл.), Д.Семенова (3 кл.).
Источник: За победу