Районти çĕр ĕçченĕсем кăçалхи тыр-пул шăпин никĕсне хывма ытти çулхинчен чылай маларах пуçăнчĕç. Акана хăш вăхăтра ирттерсе янипе уйсен пулас тухăçĕ тăчă çыхăннине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. «Пирĕн тăрăхшăн çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ, - тет район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Валерий Гаврилов. - Хире 10-15 кун каярах юлса тухрăн тĕк пĕтĕмĕшле тухăçа 20-25 процент таран çухататăн. Çĕрĕç культурине устерсе, малтисен технологийĕсене ĕçе кĕртсе, çĕнĕ техникăна çул парса пынă лару-тăрура уй- хир ĕçĕсен пахалăхне тĕп вырăнта тытни гектарсен тухăçе хăпартма пулăшать. Пирĕн çĕр ĕçченĕсем çав ыйтусене тĕпе хума тăрăшаççĕ те».
Валерий Феофановичăн сăмахĕсем çумне тата çакна хушăпăр: хальхи вăхăтра ялхуçалăх предприятийĕсем пĕр харăсах темиçе ĕç тума пултаракан агрегатсем туянаççĕ, вĕсем çĕре ĕçлесе хатĕрленипе пĕрлех тырă та, курăк та акаççĕ, минерал удобренийĕ те хываççĕ. Темиçе ĕçе комплекслăн пурнăçа кĕртнипе çурхи уй-хирте пулакан тăкаксене те, тĕш-тырăсен хăйхаклăхне те палăрмаллах чакараççĕ. Чи кирли вара - хальхи йышши çĕнĕ техникăпа усă курни тăпрари нурĕке туллин упраса хăварма май парать.
Иртнĕ тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Валерий Гаврилов тата çак йĕркесен авторĕ çураки мĕнлерех пынипе паллашас тĕллевпе районти хуçалăхсен уйĕсене çитсе курчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, ялхуçалăх предприятийĕсенче, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче пуринче те çурхи тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен тухăçĕшĕн пыракан кĕрешÿ вăй илнĕ ĕнтĕ. Шел, кĕр калчисен ытларах пайĕ пĕтни уçăм пуссисен лаптăкĕсене тепĕр хут акса хăварма кирли çинчен астутарать. Ку вара çуракинчи ĕç калăпăшне ÿстерет, кунпа пĕрлех тăкаксем те пысăкланаççĕ.
«Трудовик» агрофирма» ООО директорĕ Сергей Иванович Ярчеев пире уйра кĕтсе илчĕ. Алексей Романов механизатор çурхи тулă акатчĕ. «Паян 4 агрегат ĕçлет, акнипе пĕрлех пусăсене, нумай çул усекен курăксен лаптăкĕсене сурелетпĕр, кăпкалататпăр, ка- токпа пусăрăнтаратпăр, - терĕ Сергей Иванович. - Çyуйăхĕн пĕрремĕш вунăкунлăхĕ тĕлне акана вĕçлес тĕллевлĕ. Ара ку çул пирĕншĕн - юбилей çулĕ: хамăрăн мухтавлă ентеш, Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă тума хатĕрленетпĕр-çке. Легендăна кĕрсе юлнă Чакка йăхташĕсем юбилее тивĕçлипех кĕтсе илессе шанатпăр».
Кăçал Пысăк Упакассисен 254 га çине çуртри акса хăвармалла. Ĕç калăпăшĕ ÿсĕ, мĕншĕн тесен кĕр калчисен 80 проценчĕ пĕтнĕ.
«Путиловка» агрофирма» ООО уйĕсенче те тракторсен кĕрлевĕ илтĕнсе тăрать. Вырăнти техника паркĕн хапхи яр уçă: çĕр ĕçлесе хатĕрлекен, тырă акакан агрегатсем пурте хăйсене çирĕплетсе панă участоксене çул тытнă.
«Пионер» агрофирма» ОООн механизациленĕ звенисем эпир пынă чухне «Красный фронтовик» тата «Искра» колхозсен пулнă уйĕсенче ĕçлетчĕç. Кунта минерал удобренийĕсене тăпрана хывнă çĕрте хăйсен рационализаторĕсем ăсталанă ятарлă техникăпа усă кураççĕ иккен. Вăл тухăçлă, тăкаксăр ĕçлет, пусă тăрăх хăй тĕллĕнех куçса çÿрет. Агрофирма та, унăн подразлеленийĕсенче те транспорт мониторингĕн тытăмĕпе топливо тăкакланăвĕн тĕрĕслевне ĕçе кĕртнĕ, çак çĕнĕлĕх вырăнти инженерипе техника службине пĕтĕм водительсемпе механизаторсен ĕçне пĕлсе йĕркелесе тăма май туса парать. Мĕнпур кăтартусем диспетчерăн ятарлă компьютерĕ çине пырса тăраççĕ.
Кĕлĕмкасси çывăхĕнчи пусăра тăрăшакан механизаторсем патне «Пионер» аг- рофирмăн тĕп ялĕнчен - Çĕнĕ Шелттемри столовăйран кăнтăр апачĕ илсе килчĕç. Звено членĕсем пурте, пусă чиккинчи çул хĕррине вырнаçса ларчĕç те техĕмлĕ яшкапа, тутлăхлă гуляшпа сăйланма тытăнчĕç. Çурхи сывлăшра апачĕ те лайăх анать иккен. Кун хыççăн çанă тавăрмасăр ĕçлеймĕнех!
Эпир «Красный партизан» колхозра та пултăмăр. Кунта пирĕн ушкăна Пучинке ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Федоров тата асăннă хуçалăхăн тĕп агрономĕ Константин Александров хутшăнчĕç. Кăçал пучинкесен тĕш-тырăсемпе пăрçа йышши культурăсем 1000 ытла гектар çинче пулаççĕ. Иван Фоминпа Геннадий Семенов, Владимир Ивановна Дмитрий Кириллов тытса пыракан агрегатсем акаççĕ. Максим Красновпа Геннадий Кириллов водительсем тырă акнă çĕре минерал удобренийĕ тата имçамланă вăрлăх турттарса тăраççĕ. Механизациленĕ звено членĕсем пурте - вăйпитти çынсем.
Сысна ĕрчетекен «Рассвет» УАО предприяти кăçал çурхи тырăсен лаптăкне1100 гектара çитернĕ.Николай Павловпа Сергей Орлов механизаторсем акара тăрăшуллă, вĕсем кашни кунах сменăри задание ирттерсе тултарса пыраççĕ. «Çураки ĕç планĕпе килĕшÿллĕн мĕнпур ĕçсене Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вĕçлемелле, - палăртрĕ предприяти директорĕ, Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Руссков.
«Çĕнтерÿ уявĕччен пирĕн те юлашки агрегат уйран кĕрĕ, - шанчăклăн пĕлтерчĕ «Патман» ялхуçалăх кооперативĕн ертÿçи Владимир Никифоров. - Икĕ агрегатпа акатпăр. Пусă çаврăнăшĕнче сĕлĕ (90 га), урпа (140 га), çурхи тулă (180 га) пулаççĕ. 100 га çинчи кĕр калчисен уйне çĕнĕрен акма тивет...»
«Пĕтĕмĕшле илсен, çурхи ака-суха ĕçĕсем сарăлса пыраççĕ, - çапла пĕтĕмлетрĕ юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Валерий Гаврилов. - Тырпулçăсен ĕç пахалăхне яваплă çынсем тĕрĕслесех тăраççĕ. Акаçăсемпе хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем тăрăх калаçусем ирттернĕ, хĕрÿ тапхăрта вут-кăвар тухасран уйрăмах сыхă та тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарнă».
Геннадий Кузнецов
|