03 апреля 2019 г.
Пысăк Упакассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти педагогсен пуçарăвĕпе Йĕпреçри иккĕмĕш вăтам шкул никĕсĕ çинче Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа «Элкер вулавĕсем-2019» наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ.
Унăн тĕп тĕллевĕ – ачасене ăслăлăх пĕлĕвĕсем пама, профессии суйласа илме пулăшасси тата вĕсене пултарулăхпа тĕпчев ĕçĕсене анлăрах явăçтарасси.
Секцисен ĕçне Эйпеçри, Кĕлĕмкассинчи, Пучинкери, Чăваш Тимешри, Йĕпреçри иккĕмĕш вăтам, Липовкăри, Пысăк Упакассинчи тĕп шкулсем хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртнă, вĕсем республика шайĕпе иртекен тĕпчевпе, наукăпа çыхăннă çакăн евĕрлĕ мероприятисенче хăйсен пултарулăхне кăтартĕç.
Источник: За победу