20 марта 2019 г.
Шупашкарта, И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университечĕн 5-мĕш номерлĕ корпусĕн спортзалĕнче пуш уйăхĕн 16- мĕшĕнче Раççей спорт мастерĕн Владимир Семенĕн парнисене çĕнсе илессишĕн шкул ачисем хушшинче кире пуканĕ йăтса мала тухассипе IX- мĕш уçă турнир иртнĕ.
Унта Йĕпреçри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн Пучинкери филиалĕн воспитанникĕсем, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Петров патĕнче хăнăху илекен çамрăксем пысăк çитĕнÿсем тунă. Харпăр-хăйсен виçе катгорийĕсенче Андрей Иванов, Даяна Бачина тата Иван Федоров пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Кирилл Красновпа Варвара Иванова – иккĕмĕш вырăнсенче. Александр Ивановпа Виктория Захарован – виççĕмĕш кăтартусем.
Пĕтĕшле кăтартусемпе Пучинке команди 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Саламлатпăр сире, маттурсем!
Источник: За победу