27 октября 2018 г.
Кăçал икĕ уяв пĕр харăс килчĕç. Районта Ялхуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекесенсен кунне паллă тунă вахăтрах Автомобиль тата пассажир турттаракан транспорт çÿретекенсем хăйсен професси уявне кĕтсе илчĕç.
Ку уявсем пирĕн районта ĕçлесе пурăнакан çĕршер çынна пырса тивеççĕ. Вĕсен хушшинче водитель тивĕçне чыслăн пурнăçлакан, автомобиль рульне яланах шанчăклă тытакан, хăйсене шанса панă транспорта юсавлă та управлă çÿретекен водительсем сахал мар. Акă вĕсенчен пĕри Аркадий Николаев,вăл 40 çул ĕнтĕ «Красный партизан» колхозра тăрăшать. Хăй ĕмĕрĕнче чылай тĕрлĕ автомашинăпа, ытларах хуçалăх ĕçченĕсене автобуспа илсе çÿренĕ. Халĕ вара Лада Ларгус çăмăл машинăпа колхоз председательне турттарать. «Ǎста водитель, яваплăха туякан çын, - тет Аркадий Сергеевич пирки Михаил Иванов председатель. – Унпа çула тухма яланах шанчăклă».
Аслисен паха опытне илсе пыракансем те ăшă сăмаха тивĕçеççĕ. «Рассвет» АУО водителĕ Гурий Пудовкин, сăмахран, тăрăшуллă та мал туртăмлă çамрăк. Вăл хăйне шанса панă УАЗ автомобильпе предприяти ĕçченĕсене ирсерен «Рассвета» илсе килет, ĕç вĕçленсен каялла леçет. Кунсăр пуçне те ĕç нумай тупăнать ăна валли. Унăн машини вара яланах юсавлă, çула тухма хатĕр.
Источник: За победу