04 апреля 2017 г.
«Ут пуласси — тихаран, çын пуласси ачаран паллă», — тенĕ ваттисем. Каларăшĕ авалхиех, пĕлтерĕшĕ — нихăçан кивелми. Çитĕнекен ăру паян мĕн курса, мĕнле хутшăнăва хăнăхса ÿсет — малашнехи аталану çавăнтан нумай килет.
Çакна шута илсе тĕпренчĕкĕмĕрсене тавралăха ытларах сăнама, çут çанталăк, этем чунĕн пуянлăхĕпе туллин паллаштарма тăрăшатпăр мар-и? Чылайăшĕ сăнанă-тăр: асламăшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-кукашшĕ çумĕнче çитĕнекен ачасен шухăшлавĕ тарăн, тавракурăмĕ анлă, чĕлхи пуян. Çакă аслă ăру çыннисем пурнăç ăсĕпе кирлĕ чухне виçеллĕ усă курма пĕлнипе, ваттипе вĕтти пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупма пултарнипе çыхăннă-тăр.
Этемлĕх аталанăвĕнче ачасемпе аслă ăрăвăн туслă çыхăнăвĕ мĕн тери пĕлтерĕшлине сÿтсе явнинчен пуçларăмăр хамăрăн калаçăва Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнчи «Пучах» ача сачĕн ертÿçипе Альбина Семеновăпа. Шăп та лăп 35 çул каялла хута кайнă вĕренÿ учрежденийĕ — асăннă районта пуçласа ялта уçăлнă садик. Проектпа килĕшÿллĕн 110 ачана йышăнмаллискер совет тапхăрĕн чи лайăх аталаннă çулĕсенче кĕрлесе кăна тăнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче йыш кăшт чакнă. Хальхи саманара, демографи лару-тăрăвĕ пĕтĕмĕшле кăшт хавшани сисĕнет пулин те, «Пучах» пÿлĕмĕсем пушă мар: садике 84 ача çÿрет. Вĕсем пурте Пучинке ачисем пулнине шута илсен — пăшăрханмаллиех çук.
— Ял аталансан — ачасем çуралаççех. Аталану пуласси-пулмасси ĕç вырăнĕсемпе çыхăннă. Республикăри нумай ялти лару-тăрупа танлаштарсан пирĕн хутлăхри пурнăçа вĕресе тăрать тесе хакламалла: «Красный партизан» хуçалăх — çирĕп, темиçе çул каялла Пучинкере сĕт-çу завочĕ уçăлчĕ. Çынсем валли чылай ĕç вырăнĕ йĕркеленчĕ. Вăл малаллах аталанасса шанса тăратпăр, — садик малашлăхĕ вырăнти пурнăç йĕркипе уйрăлми тачă çыхăннине палăртрĕ Альбина Николаевна.
Çулĕсем самаях хыçа юлнă-ха — хута янă садикре капиталлă юсав пĕртте ирттермен. Апла пулин те вăл юхăнсах кайнă тееймĕн: хуçалăха çирĕп пăхса тăни тÿрех сисĕнет. Шалти тирпейлĕхпе илем вара такама та илĕртĕ. Шкул ÿсĕмне çитменнисем валли таврапĕлÿ, хĕллехи сад пÿлĕмĕсем йĕркеленине ял садикĕнче сайра хутра тĕл пулăн — Пучинкери воспитательсем ачасем çут çанталăка юратма, халăхăмăр пуянлăхне хаклама пĕчĕкрен вĕренччĕр тесе тăрăшни кăмăла çĕклерĕ. Ăрусен татăлми çыхăнăвне, этем çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнма тивĕçлине аса илтерсе тăни мар-и çакă?
Тăван халăх пуянлăхĕ тенĕрен, ăна упрассишĕн Пучинкере чăннипех хытă тăрăшни сисĕнет. Садике çÿреме тытăнсанах ачасене чăвашсен йăлисемпе, вăййи-сăмахлăхĕпе паллаштарма тытăнаççĕ. Кашни ушкăн пÿлĕмĕнчех чăвашлăх кĕтесĕ йĕркеленĕ.
— Пирĕн садикре пулакан уявсенчен чи сумли — Чăваш чĕлхин кунĕ. Ĕçтешĕмсемпе воспитанниксем пурте чăваш тумне тăхăнаççĕ. Сăмах май, пирĕн садике çÿрекен кашни ачан чăваш тумĕ пур. Карталанса юрлатпăр, сăвă калатпăр, тĕрлĕ йăла-йĕркене кăтартатпăр, — Альбина Семеновăна итленĕ май çирĕпленнĕ çак йăла тарăн тымар ярасса шантăм.
Чăваш тумне ăçта, кама çĕлеттернĕ-ши? Ун пек çи-пуçа ача амăшĕсенчен кашнин янтăлама алли пымасси паллă-çке. Вырăнти комбинатра ĕçлекен Мария Изосимовăпа Галина Иванова çĕвĕçсем ку ăсталăхра маçтăрсем. Темĕн тĕрлĕ костюм та çĕленĕ-тĕрленĕскерсем патне саккас пама урăх районсенчен те килеççĕ-мĕн. «Пуян чун-чĕреллĕ çынсем тетĕп эпĕ вĕсем çинчен», — пулăшма яланах хатĕр пулнăшăн пултаруллă ентешĕсене тав туса çапла палăртрĕ Альбина Николаевна.
29 çул тăрăшать вăл садик ертÿçинче. Шаннă тилхепене алăра çавăн чухлĕ çул çирĕп тытма май килнин сăлтавне хăйĕн çулĕ çинче яланах ырă çынсене тĕл пулнипе çыхăнтарать. Ача сачĕн кивелнĕ çуртне хăтлăлатассипе тинех чăн-чăн партнер /вырăнти сĕт-çу завочĕ, директорĕ — Валерий Софронов/ тупăннăшăн çав тери хĕпĕртет. «Пучах» ĕçченĕсен ушкăнĕпе ашшĕ-амăшĕ 19 пластик чÿрече лартса панă предприятие çĕре çити пуç тайма хатĕр.
— Çавăн пек хастар, мал туртăмлă çынсем алă парсан ĕçре çĕнĕ варкăш кĕрет, вăй хушăнать. Хамăр пуласлăхшăн кирлĕ ĕç тунине ăнланса илетпĕр, — палăртрĕ Альбина Семенова.
Первоисточник: газета "Хыпар"