06 апреля 2018 г.
Староста пирки çапла калать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ
«Митрофан Александрович», — çапла хисеплет ăна ялта чылайăшĕ. Çав вăхăтрах «Митрофан тете» тата «Митя тете» текенсем те пур. Ирçе йăхĕнчен пулсан та унчченхи паспорт çине вăл хăйне чăваш тесе çыртарнă.
Пĕр чĕлхе тупма тивет
«Праçник ячĕпе /утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ/ мана Митрофан хунă. Пенсие тухиччен эпĕ Дмитрий ятпа çÿренĕ. Çавăнпа юлташсем мана Митя теççĕ», — çапла пуçларĕ калаçăвне Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ялĕн старости Митрофан Авдеев. Вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех трактористра, бульдозеристра вăй хунă. Ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн, пуçарулăхĕпе палăрнăшăн ЦК КПССăн Хисеп хутне, РФ Ял хуçалăхăн министерствин грамотине, Халăхсен туслăхĕн орденне тивĕçнĕ. Пенсие кайсан ăна ял çыннисем староста пулма шаннă. «Ирçелле ăнланатăп, анчах калаçаймастăп. Ытларах чăвашла пуплетĕп. Тĕрĕссипе, хама старостăна суйланă чухне пулман эпĕ. «Сана яваплă ĕç шанатпăр», — терĕç мана ял тăрăхĕн администрацине чĕнтерсе», — каласа кăтартрĕ Митрофан Александрович.
Митрофан Авдеев пĕлтернĕ тăрăх, Ирçе Çармăс — питĕ хăйне евĕр ял. Кунта тĕрлĕ наци çынни — ирçе, чăваш, вырăс — пурăннă. Паян ирçесемпе чăвашсем ытларах. Старостăн тĕрлĕ халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Сăмах май, 7-8 çул каялла эпĕ ку ялта пулнăччĕ. Ун чухне ирçесен йăли-йĕркипе культурине тĕпченĕччĕ. Вăл вăхăтра Ирçе Çармăсра 10-15 килте ирçесем пурăнатчĕç, халĕ вара 3-4 килте кăна юлнă, вĕсем те ватăсем. Ирçе Çармăс майĕпен чăваш ялне çаврăнса пырать. «Ватăсем вилсе пыраççĕ. Ирçе яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ яла юлмасть. Вăй питтисем те Мордовине, аякри хуласене ĕçлеме каяççĕ те унтах тĕпленсе пурăнаççĕ. Ĕç вырăнĕ çукки вĕсене пĕчĕк тăван çĕршывне хăварма хистет. Ас тăватăп-ха: хăй вăхăтĕнче Тюменьпе Иркутск хулисене 5-шер çемье куçа-куçа кайнăччĕ», — пăшăрханăвне пытармарĕ староста.
Ытти çĕрти пекех кунта та хупăннă пÿрт чылай. Ирçе Çармăс ирçесемшĕн маларах пултарулăх сăпки пулнă тăк (кунта ирçе халăхне çутта кăларнă Макар Евсевьев çуралнă. — Авт.) халĕ вара ирçе йăли-йĕркипе культури манăçса пырать. Хутăш çемьесенче /ытларах чухне ирçесемпе чăвашсем мăшăрланаççĕ/ ачасем вырăсла е чăвашла калаçса ÿсеççĕ. Маларах ялта ирçесен «Горнипов» /ту çинчи чечек/ фольклор ансамблĕ пулнă. Халăхĕ сахалланнăран вăл та саланнă. Юрать, «Çăлкуç» пултарулăх ушкăнĕ 2-3 ирçе юррине шăрантарать-ха… Çакна та каласа хăварар: Ирçе Çармăс шкулĕ Макар Евсевьев ячĕпе хисепленет. Ăна 1875 çулта И.Н.Ульянов уçнă. Кунтах Макар Евсевьев ячĕпе тавра пĕлÿ музейне те йĕркеленĕ. Эпир Митрофан Александровичпа унта та çитсе куртăмăр. Килĕшĕр, аваллăх управçипе паллашмасăр ялăн историне те, йăли-йĕркипе хăйне евĕрлĕхне те туллин чухлаймастăн. Шел, Макар Евсевьев пурăннă çурт упранса юлман. Вăл вырăнта халĕ Верликовсем тĕпленнĕ.
Ăслă ирçе чăваш хĕрне качча илет
Мĕнле сывлать паян Ирçе Çармăс? Старостăна ял чунĕ, ял чĕри, ял тĕкĕрĕ, ял сăнĕ тетпĕр пулсан унран çав тери нумай килмелле пек… «Пĕве пĕвелетпĕр те чиркÿ çумĕнчи ĕçсене куллен тума пулăшатпăр. Çулсеренех ял хушшинчи 5 пĕвене пăхса тăратпăр, тасататпăр. Унччен, колхоз пулнă вăхăтра, вĕсене техникăпах, тĕплĕн тасатнă. Ĕлĕкхи пек колхоз тракторĕсем çук паян, хамăр вăя шанма тивет. Пĕлтĕр пĕр пĕвене тирпейлеме экскаватор чĕннĕччĕ. Пĕр сехет ĕçленĕшĕн 2 пин тенкĕ ытла ыйтаççĕ вĕсем. Ял халăхĕнчен те укçа пухма тиврĕ. «300-шер тенкĕ пуçтарнăччĕ. Халăх «кĕмĕле» пит парасшăнах мар. «Ял тăрăхне патшалăх укçа парать, пĕвесене тутартăр», — теççĕ. Пĕвисем вара кирлех. Пушар тухас пулсан шывсăр шар курăн. Ял çыннине хур-кăвакал тытма та кирлĕ. Ирçе Çармăсра çуллахи вăхăтра кайăк-кĕшĕк тытакан йышлă. Пушар машини иккĕ пирĕн, шел, иккĕшĕ те йĕркеллĕ ĕçлемеççĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Митрофан Александрович. Пытарма кирлĕ мар: кирек епле ĕçе тума та вăйлăрах çын кирлĕ. Вăй питтисем вара Мускавра, Хусанта вахта мелĕпе вăй хураççĕ. Ял халăхĕ, ĕлĕкхипе танлаштарсан, выльăх-чĕрлĕх сахалрах усрама пуçланă, ĕне тытакансен шучĕ те палăрмаллах чакнă. Çакă, паллах, сĕт хакĕ чакнипе те çыхăннă.
«Юр ирĕлсен акă ялта субботник йĕркелемелле. Ăна эпир çулсеренех тума тăрăшатпăр. Мăнкун эрни иртсен ирçесем вилнисене асăнма масар çине каяççĕ. Çавăнпа çăвана Мăнкун тата Çимĕк умĕн тасататпăр. Кĕркунне тепĕр хут тирпей-илем кĕртетпĕр. Хăшĕ-пĕри çак ĕçе каламасăрах пикенет. Ял хушшинче хыт хура, пиçен, вĕлтĕрен ÿстерместпĕр. Кашниех харпăр хăйĕн кил умне çулать, тасатать. Пушă çуртсен умĕнче те вĕлтĕрене ашкăрма памастпăр, ял тăрăхĕнчен хушнă ĕçсене те пурнăçлатпăр. Яваплă ĕçсене яланах ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсемпе канашласа пурнăçлатпăр. Ял кунне халĕ эпир Чăваш Çармăссемпе пĕрле Питравра паллă тăватпăр. Маларах ирçе Çармăссем ăна Çимĕкре уявланă. Çимĕк ирçесемшĕн те пысăк уяв шутланнă. Ирçесем ял хушшипе хурăн капăрлатса йăтнă. Ирçе хĕрĕсем чечекрен çыхнă пуç кăшăлĕсене шыва пăрахнă. Халĕ, ирçесем сахаланнипе йăли-йĕрки манăçнă. Ирçе Çармăспа Чăваш Çармăс, тĕрĕссипе, паян пĕр ял пекех. Ирçесемпе чăвашсем кунта ĕлĕкренпех килĕштерсе пурăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ: «Ăслă ирçе чăваш хĕрне качча илет» каларăш анлă сарăлнă кунта. Манăн мăшăрăм та чăваш», — йăл кулчĕ Митрофан Александрович. Малалла вулас...
Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас
Источник: "Хыпар"