Айбечский территориальный отдел Ибресинского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул пуласлăха шанчăклăн пăхать

26 ноября 2019 г.

1899 çулхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Çĕрпÿ уесĕнчи халăх вĕрентĕвĕн канашĕ Хурамал вулăсне кĕрекен Эйпеç ялĕнче шкул уçасси пирки йышăну кăларнă. Çав çулхи кĕркунне хутпĕлÿ шкулĕ ĕçлеме пуçланă.1901 çулта хатĕрленĕ отчетран çакна пĕлме пулать: шкулта пĕрремĕш çулах 20 арçын ачапа 4 хĕрача вĕреннĕ-мĕн. Вĕсене Варвара Павловна (шел, унăн хушамачĕ паллă мар), земство шкулне пĕтернĕ, анчах ятарлă пĕлÿ илмен хĕрарăм вĕрентнĕ. Турă саккунĕн урокĕсене Дмитрий Преображенский священник ирттернĕ.

Тĕрлĕ сăлтава пула ун чухне вĕрентекенсем час-часах улшăнса тăнă иккен. Акă 1902 çулта шкула Арсений Якимов килнĕ, унăн та ачасемпе ĕçлеме ятарлă пĕлÿ пулман. 2 çул иртнĕ хыççăн ăна Михаил Изюмов улăштарнă, вăл кунта килсе çитиччен тивĕçлĕ пĕлÿ илме ĕлкĕрнĕ, вĕрентекене Харитоний Еремеев чăваш пулăшса пынă.

Малтанхи вăхăтра хутпĕлÿ шкулĕн хăйĕн çурчĕ пулман, çавăнпа та ачасене уйрăм çынсен килĕнче вулама, çырма хăнăхтарнă. Тĕслехрен, Эйпеçри Михаил Кузьминăн çуртĕнче шкул валли уйрăм кĕтес тупăннă, вĕрентекен хăй те çавăнтах пурăннă.

Чылай вăхăтран 1921 çулта ялта тăватă класлă пуçламăш шкул уçăлнă, çакăн хыççăн шкула кайма çул çитнĕ мĕнпур ачана вĕренĕве явăçтарма май тупăннă. Вĕрентÿ программинче çак предметсем тĕп вырăнта тăнă: вырăсла калаçу кĕнеки, çырулăх, тăван чĕлхе, ăсра шутласси, çветтуй çыннисен пурнăçĕпе паллаштарасси, çутçанталăк çинчен тăван чĕлхепе каласа парасси. Укçа-тенкĕ çителĕклĕ пулман пулин те, шкул 260 экземпляртан тăракан 26 ятлă учебниксем туянма, вĕсене ачасене тÿлевсĕрех салатса пама пултарнă.

1925 çулта шкулăн çĕнĕ çурчĕ ÿссе ларнă, çавăн чухне йышпа пĕрле улма-çырла пахчи лартса хăварнă 3, 4, 5-мĕш классене çÿрекенсем çак шкулта пĕлÿ илнĕ, 1, 2-мĕш классенчи ачасем Иван Железинăн килне çÿренĕ.

1932 çулта шкула Эйпеç ялĕн варрине куçарнă, çавăн чухне, тата икĕ класлăх вырăн пултăр тесе, ун çумне хушма çурт тĕртсе лартнă. Тата икĕ çултан çавăнтах çичĕ çуллăх шкул – хресчен çамрăкĕсен шкулĕ – ĕçлеме пуçланă. Унта 230 ача вĕреннĕ. Çĕнĕ самана варкăшĕ лайăх енне сулăннине курса, пĕлÿ илес кăмăллисен йышĕ хăвăрттăн ÿссе пынă. Çакă вара тăвăрланма пуçланă шкул вырăнне çĕннине тума кирли çинчен астутарнă ял-йыша. 1935 çулта Эйпеçпе Вăтаел хушшинче çав вăхăтшăн чăн-чăн кермене аса илтерекен шкул çĕкленнĕ. Унта спорт залĕ, пысăк мастерской, пионерсен пÿлĕмĕ, ăшă та çутă классем, хушма пÿлĕмсем пулнă.

Тĕрлĕ çулсенче пирĕн шкулта ĕçленĕ педагогсен хушшинче каярахпа республикăра та палăрма ĕлкĕрнĕ çынсене те асăнса хăварăпăр. Çапла, 1932-1938 çулсенче ялти вĕренÿ заведенине ертсе пынă Александр Анисимов ывăлĕ Геннадий Анисимов педагогика ăслăлăхĕсен докторне çитнĕ, вăл И. Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университечĕн кафедра пуçлăхĕ таран ÿснĕ. Вăрçăччен пирĕн патăрта вĕрентнĕ Давыд Абашев партин Шупашкар хула комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă.  Паллă ăсчах-филолог, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Александр Уськин эйпеçсене вырăс чĕлхипе литаратурине юратма вĕрентнĕ. 1959 çулта Эйпеçре сакăрçуллăх, тепĕр 10 çултан вăтам шкул уçăлнине ял-йыш ырласа йышăннăччĕ. 1969 çулта вĕренекенсен йышĕ 615 ачана çитнĕччĕ. 1971 çулта çитĕнсе çитнине пĕлтерекен аттестата 48 çамрăк илнĕ. Вăтам шкул уçăлнăранпа 50 çул хыçа юлнă тĕле вырăнти альма-матер 1480 каччăпа хĕре пĕлÿ панă.

1986 çулта Калинин ячĕллĕ колхоз вăйĕпе кирпĕчрен икĕ хутлă шкул çурчĕ туни – чăннипех савăнтаракан пулăм. Çавăншăн икĕ ял çыннисем паян та хăй вăхăтĕнче районта кăна мар, республикăра та малта пынă хуçалăх ертÿлĕхне чун-чĕререн тав тăваççĕ. Михаил Железин ертÿçĕпе тĕп бухгалтерта ĕçленĕ Семен Скворцовăн таса сăнарĕсене ентешĕмсем асрах упраççĕ.

Шкулта вĕренсе тухнисенчен чылайăшĕ терлĕ шайри фестивальсемпе олимпиадăсенче, спартакиадăсенче палăрнă, илемлĕ пултарулăх ĕçĕн дипломанчĕсем пулса тăнă тата ыт. те. Хăйсен мухтавлă ĕçĕпе чапа тухнă тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем педагогсем, инженерсем, медицина, ветеринари çыннисем, партипе совет работникĕсем, журналистсем сахал мар тухнă пирĕн шкултан. Эпир хамăрăн мухтавлă ентешĕмĕрпе, паллă педагогпа, Тюмень хулин хисеплĕ çыннипе Василий Шаймановпа, наукăсен докторĕпе, Перьмри патшалăх университечĕн проректорĕпе Иван Носов профессорпа, Хусан хулинчи наука-инженери центрĕн проектсен тĕп инженерĕпе Владимир Осиповпа тата ыт.те тивĕçлипех мухтанатпăр.

Эйпеç вăтам шкулĕ чăвашсен паллă писательне, пысăк калăпăшлă романсемпе повеçсен авторне Николай Максимова (сăмах май, унăн ашшĕ чылай çул пирĕн ялти вăтам шкула ертсе пынă), Чăваш Республикин пуканесен театрĕн артистне Василий Антонова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистне Александр Яковлева литературăпа искусство çулĕ сине тăма путевка панă.

Хальхи вăхатра кунти шкул, ытти вĕрентÿ учрежденийĕсем пекех, çĕнĕ шкул программинче палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тимлет. Эпир çакна çирĕп шанса тăратпăр: педагогсен коллективĕ, йывăрлăх-чăрмавсене шанчăклăн парăнтарса тата унччен ĕçленĕ вĕрентекенсен пуян опычĕпе усă курса, умри тĕллевсене ĕçпе çирĕплетес тесе, хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвĕ.

Юлашкинчен эпĕ шкулта ĕçлекен мĕнпур педагогсемпе вĕренекенсене, вĕсен ашшĕ-амăшне, Эйпеç ял тăрăхĕнче пурăнакансене тăван шкул 120 çул тултарнă ятпа саламлатăп, çĕнĕ ÿсĕм-çитĕнÿсемпе савăнтарма ырлăх-сывлăх сунатăп.

Георгий Ижендеев,  педагогика ĕçĕн ветеранĕ,

 Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ,

 Эйпеç шкулĕн 1974-1979 çулсенчи директорĕ.

Источник: За победу

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

 

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, д.Айбечи, ул.Центральная, д.32
Телефон: 8(83538) 2-46-12
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика