26 марта 2019 г.
Енчен те эсир хăвăр умăрта черченкĕ те çепĕç, сăпайлă хĕре куратăр пулсан, вăл айванкка, халсăр та вăйсăр тесе ан шухăшлăр. Çиелтен пăхсан кăна çапла курăнма пултарать вăл, тĕрĕссипе, хăйĕншĕн тăма кăна мар, ыттисене кÿрентересрен те хÿтĕлеме пултарать.
Çак сăмахсене Эйпеçри вăтам шкулта вĕренекен Даяна Бачина пирки те калама пулать. Вăл, тăххăрмĕш класра вĕренекенскер, арçын ачасене ытларах кăмăла каякан спорт енĕпе туслашнă, ăмăртусенче те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Кире пуканне ним вырăнне те хумасть, ăна мечĕке йăтнă пекех çăмăллăн илет те çÿлелле çеклет. Даяна пек кире пуканĕн спорчĕпе интересленекен хĕрачасем ун тăван шкулĕнче те çук.
Даяна – спорта юратакан çын. Волейболла, баскетболла выляма кăмăллать, чупать. Кире пуканĕпе вара хăçан «туслашса» кайнă-ха? Хăй каланă тăрăх, ун умне мĕнле спорта суйласа илес ыйту сиксе тухсан, вăл хăйсен енчи çамрăксем ытларах мĕн енне сулăннине шута илнĕ те, кире пуканне суйланă. Пĕрре те йăнăшман.
- 2017 çулхи кăрлач уйăхĕнче тăван шкулти физкультура учителĕ Наталья Львовна Тарасова сĕннипе шкул ачисен Спартакиади шучĕпе пуçласа пĕрремĕш хут кире пуканне йатассипе районта иртнĕ тупăшăва хутшăнтăм,- аса илет Даяна. – Ун чухне манăн пĕр пăт (16кг) таякан кире пуканне йăтмаллаччĕ. Анчах эпĕ 12 кг виçеллине çĕклесе пăхрăм. Ăна 36 хутчен тĕртсе виççĕмĕш вырăн йышăнтăм. Каярах вара хамăр ял тăрахĕнче иртнĕ ăмăртăва хутшăнтăм, 2-мĕш вырăна тухрăм.
Çав çулхи кĕркунне Даяна кире пуканĕ йăтакансен спорт секцине çырăннă. Çапла вăл районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн преподавателĕ Михаил Петров патне тренировкăсене çÿреме пуçланă. Преподаватель Даяна тарăшулăхне, унăн вăйĕпе çĕнтерÿ патне талпăнас туртăмне пысăка хурса хакланă. Занятисене пĕр сиктермесĕр çÿрени вара хĕрачана пысăк çитĕнÿсем патне илсе çитернĕ те.
- Тренировкăсем Пучинкери вăтам шкул спорт залĕнче эрнере виçĕ хутчен икшер сехете пыраççĕ. Мана питĕ килĕшет кунта çÿреме,- тет вăл. – Мĕн килĕшет-ха? Хамăн тÿсĕмлĕхпе чăтăмлăха «тĕрĕслесе» пăхма килĕшет. Хăвна уйăрса паракан 10 минут хушшинче кире пуканне миçе хут йăтнин шутне ÿстерсе пыма килĕшет. Ку спорт çыннăн кăмăл-туйăм çирĕплĕхне ÿстерет, çĕнтерÿçĕ çын характерне туптама пулăшать. Техникăна лайăх пĕлмесен занятисенче аманма та пулать, паллах. Çавăнпа эпĕ тренер сăмахне тăнлатăп, пĕтĕмпех вăл вĕрентнĕ пек тума тăрăшатăп. Хама хам шанма, йывăрлăха çĕнтерме хăнăхсах пыратăп.
Икĕ уйăха яхăн тренировкăсене çÿренĕ хыççăн Р. Желудкин подполковника асăнса Канаш хулинче ирттернĕ VIIтурнира хутшăннă Даяна, çавăн чухне хăй питĕ хумханнине пытармасть. «Эпĕ пĕрремĕш хут çавăн пек пысăк шайри ăмăртăва хутшăнатăп-çке – чĕре тухса тарас пек хытă тапать. Анчах эпĕ хама алла илме пултартăм, пĕр виçе категоринче тупăшнă хĕрсем хушшинче иккĕмĕш пултăм,- аса илет вăл. – Ку çитĕнÿ мана питĕ кирлĕччĕ. Çакăн хыççăн эпĕ кире пуканĕн спорчĕ ман валлиех пулнине чун – чĕрепе йышăнтăм, манăн малалла талпăнмаллине ăнлантăм».
Хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе мухтанма юратмасть хĕр, анчах, ыйтсан, каласа пама тытăнать те, ăна хăшĕсем ĕненесшĕнех марри те сисĕнет. Хăшĕ-пĕрисем: «Пулма пулатараймасть!» - тесех тĕлĕнеççĕ. Ку вара, чăнах та, çапла. Даянăн мăнаçланмалли çĕнтерÿсем пур. Паянхи кун тĕлне илсен, вăл 10 ытла тупăшăва хутшăннă, ялан тенĕ пекех пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине улăхнă, ылтăн медале тивĕçнĕ. Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче вăл Чăваш Енри кире пуканçăсен пĕрлештернĕ командин йышĕпе пĕрле Санкт-Петербург хулинче иртнĕ кирепуканçăсен «Раççей çамрăклăхĕ» пĕтĕм Раççей шайĕнчи тупăшăвне хутшăннă. Унта та çĕнтерÿ туптанă. Нумай та пулмасть, акă, Чăваш Енри хĕрсемпе каччăсем хушшинче çак спорт енĕпех республика шайĕнчи ăмăртура каллех чи лайăх кăтартупа палăрнă: 16 кг кире пуканне 10 минут хушшинче миçе хут çĕкленине шута илсе пынипе вăл пĕтĕмпе 225 очко пухнă. Ку вăл – Чăваш Енри хĕрсем хушшинче тунă çĕнĕ рекорд! Пĕр эрне каялла вара Владимир Семень спорт мастерĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн Канашра иртнĕ республика шайĕнчи уçă турнирта тепĕр çĕнтерÿ туптанă.
Çамрăк хĕр çитĕнĕвĕсем – пĕччен тунă çĕнтерÿ мар, кунта тренер-преподавателĕн Михаил Петровăн тÿпи çав тери пысăк. Ку таранччен вăл вуншар та вуншар çамрăк кирепуканçăна тивĕçлĕ хăнăху парса тĕнче шайĕнчех палăрма пултарнă спортсменсем хатĕрленĕ. «Михаил Васильевичăн опычĕ çав тери пысăк, вăл хăй те тăтăшах ăмăртусене хутшăнать, лайăх тĕслĕх кăтартса çамрăксене хавхалатарать, - тет тренерĕ пирки кăмăллăн Даяна Бачина. – Ахальтен мар ĕнтĕ ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ» хисеплĕ ят парса чыс тунă».
Хĕр-спортсменка хăйĕн çумне çĕнĕ тĕллевсем лартать. Вăл çĕршыв, тĕнче шайĕнчи тупăшусене хутшăнма ĕмĕтленет. Унăн ку енĕпе спорт мастерĕн разрядне тултарас килет.
Даянăн ĕмĕчĕ пурнăçланасси пирки иккĕленмелли те çук ĕнтĕ. Ăна çывăх çыннисем ăшă сăмахпа хавхалантарсах тăраççĕ. Вăл аслă пиччĕшĕн, Кольăн, пĕрле вĕренекенсен, класс ертÿçипе учительсен тĕревне те туйсах тăрать. Çакă ăна çĕнĕ çĕнтерÿсем патне талпăнма асамлă вăй хушать. Çак эрнере, пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Даяна 16 çул тултарчĕ. Эпир ăна çуралнă кунĕ ячĕпе саламласа спорт арени çинче пысăкран та пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçусем сунатпăр.
Источник: За победу