31 мая 2008 г.
Иртнĕ вырсарникун Шăнкăртамри 39-мĕш мусульмансен прихутĕнчи мечĕте минарет хăпартнă. Унта Раççейĕн Аслă Муфтийĕ – Чăваш Республикинчи мусульмансен Тĕн управленийĕн Председателĕ А.Крганов, Н.Гайнуллов ахунд-хазрат, Пензăран килнĕ имам-хатып Абубекир хазрат, Чулхулари Марат хазрат, Э.Алеев имам-хатып, ял тăрăх пуçлăхĕ Р.Купкенов, ял халăхĕпе ытти хăнасем хутшăннă. Кунта килнисенчен чылайăшĕ мечĕте тăвас ĕçре пысăк тÿпе хывнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)