16 мая 2007 г.
Шăнкăртамра Европа чемпионĕ Минсеит Тазетдинов парнисемшĕн кĕрешекенсен 18-мĕш турнирĕ иртрĕ. Унта "Ак-Барс" спортклуб воспитанникĕсем те хутшăнчĕç, ăнăçлă ăмăртрĕç. Хăйсен виçе категорийĕсенче М.Купкенов, И.Чабатов, И.Шамсутдинов çĕнтерчĕç. Р.Садаров, Э.Шамшетдинов, Ф.Салахутдинов иккĕмĕш, И.Тараков виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)