Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч пычĕ кĕрешỹ

22 ноября 2006 г.

 

Кăçал тутарла-пушкăртла кĕрешекенсен Республикăри федерацийĕ Шăнкăртамра йĕркеленчĕ. Çав ятпа 1993-1996 тата 1989-1992 çулсенче çуралнă атлетсем уйрăмшарăн тата командăпа мала тухассишĕн тупăшрĕç. Регион пĕлтерĕшлĕ турнир Шăнкăртамри культура çуртĕнче иртрĕ. Çĕр ытла спортсмена Патăрьел район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, Раççейĕн Аслă муфтийĕн çумĕ А.Крганов, Чăваш Республикинчи Тутарсан общество центрĕн президенчĕ Ф.Гибатдинов, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Купкенов, кĕрешỹ федерацийĕн Президенчĕ Ф.Чабатов тата ытти официаллă çынсем, спорт ветеранĕсем саламларĕç, ỹсĕмсем сунчĕç.

Кавир çине Шăнкăртамри Ак-Барс, Тутар Сăкăт, Нăрваш Шăхаль, Хирти Пикшик, Патăрьел, Кивĕ Ахпỹрт, Тутарстан, Хусан, Анат Кама, Набережные Челны, Комсомольски районĕнчи Урмаел, Пăва районĕн тата Пăва командисем тупăшрĕç.

Хăйсен виçисенче И.Тараков, М.Купкянов, А.Чабатов, С.Садаров, А.Тазетдинов, И.Тараков, Э.Шамшетдинов, Р.Глухов, А.Чабатов (пурте Ак-Барсран) 1-3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Йывăртарах виçесенче призлă вырăнсене И.Чабатов (Ак-Барс), Ф.Ильясов, И.Низамов (иккĕшĕ те Пăва районĕнчен), А.Алеев, З.Салахутдинов, Б.Пукачев (виççĕшĕ те Ак-Барсран), И.Шамсутдинов (Ак-Барс), И.Махмутов ((Х.Пикшик), И.Хуснетдинов (Т.Сăкăт), А.Лаврентьев (Н.Шăхаль), Р.Камалетдинов (Пăва), И.Сабитов (Т.Сăкăт), Д.Ахметов (Пăва), М.Глухов (Ак-Барс), И.Айзатуллов (Т.Сăкăт), В.Абдурахманов, А.Латыпов, Д.Хуснетдинов, Р.Гарафутдинов, Э.Камалетдинов, И.Назмутдинов, Б.Валеев (пурте Пăва районĕнчен), И.Халитов, Л.Абейдуллов, Р.Зейнуллин (пурте Ак-Барсран), И.Гимиев, М.Валеев (иккĕшĕ те Пăва районĕнчен), М.Налиба (Ак-Барс), А.Филиппов, Н.Лаврентьев (иккĕшĕ те Х.Пикшикрен) тухрĕç.

Абсолютлă паттăр пулассишĕн те ăмăртрĕç атлетсем. Унта пиллĕкĕн М.Налиба, Р.Зайнуллин (Ак-Барс), А.Латыпов, Б.Валеев, Р.Гарафутдинов (Пăваран) хутшăнчĕç. Çивĕч кĕрешỹре М.Налиба паттăра тухса такаллă, пылесослă пулчĕ. Ку унăн 10-мĕш таки.

Командăсем хушшинче Ак-Барс çĕнтерчĕ. Ытти вырăнсенче - хăнасем.

Çĕнтерỹçĕсем те, тренерсем те тĕрлĕ наградăсене тивĕçрĕç.

Ăмăртăва çỹллĕ шайра ирттерсе яма Р.Купкенов, В.Чабатов, М.Янишев, И.Ибрагимов, М.Алеев, А.Вахитов, Р.Сунгатуллин, М.Янишев, М.Шрша, Ф.Хисамутдинов, Д.Земдиханов, Р.Чабатов, М.Валеев, Р.Абдулвалеев, З.Халитов, А.Шамсутдинов, А.Карама, М.Валеев, М.Тазетдинов, М.Карама, Р.Валеев, М.Ямалиев, Р.Багаутдинов, М.Якупов, райбольница, А.Крганов, В.Семенов, Шăнкăртам ял тăрăхĕн администрацийĕ, И.Камалетдинов, Нияз спонсорсем ырă кăмăлпа пулăшрĕç.

Турниртах район пуçлăхĕ Н.Глухов ячĕпе Раççей Аслă муфтийĕн тата Тутарсен общество центрĕнчен килнĕ тав çырăвне район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне Р.Селиванова пачĕç. Унта тутарла-пушкăртла кĕрешекенсен спортне аталантарма, спортклуба юсама пулăшнăшăн тав тунă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика