Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуласлăхра - иртнĕ кунсен никĕсĕ

27 декабря 2022 г.

 Иртнисĕр малашлăх çук, теççĕ халăхра. Çитĕнекен ăру йăхран-йăха куçса пыракан йăла-йĕркене, историне пĕлмесĕр пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илесси те иккĕлентерет. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Кунта стенасем çине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, ялтан тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă ентешсене, Афган вăрçинче пулма тỹр тивнисене халалланă стендсем вырнаçтарнă.

Декабрĕн 23-мĕшĕнче вара "Симбирский дом" строительство компанийĕн ертỹçи Ферид Аюпов пулăшнипе йĕркеленĕ икĕ пайран тăракан музей уçăлчĕ. Экспонатсене ватти-вĕтти пухнă. Пĕлỹ çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнинче аваллăха çитсе килме май пур. Кунта тутарсен кил-çурчĕпе тата хуçалăхра усă курнă япаласене курма пулать. Кĕтесре сăпка çакăнса тăрать, çывăхĕнчех вырăн таврашĕ. Сăмавар, канттăр, тум-тир тата ытти япаласем те çамрăксемшĕн кăна мар, аслăраххисемшĕн те питĕ кăсăклă. Иккĕмĕш пайĕнче шкул пурнăçĕпе çыхăннă материалсем нумай. Директорта, вĕрентекенре ĕçленисене, паян та тăрăшакансене, Шăнкăртамран тухнă паллă çынсене халалланă стенд пысăк вырăн йышăнать.

Музея уçма Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Ферид Чабатов, Дамир Земдиханов, чĕннĕ хăнасемпе педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç. Пĕлỹ çурчĕн директорĕ, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Гелсирень Абейдуллова шкул çумне 120 вырăнлăх хушма çурт туса пани, тĕп здание çĕнетни педагогсене тата лайăхрах ĕçлеме, ăс пухакансене çĕнĕ проектсене хутшăнма хавхалантарнине палăртнă. Сăмах май, кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне "Ĕмĕрхи хаклăх - çĕнĕ çынсем" проектпа çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри "Чи лайăх шкул столовăйĕ" конкурсра республика чысне хỹтĕлесе "Тематика сĕтелĕ. Шкулти апатлану 3.0" номинацинче лауреат пулса тăнă.

- Шăнкăртамра вырăнти хăй тытăмлăх органĕ, депутатсен корпусĕ, общество пĕрлешĕвĕсем, халăх яла аталантарассишĕн пĕрле килĕштерсе ĕçлени туйăнать. "Малашлăха - иртни урлă тата паянхи кунпа" лозунгпа йĕркеленĕ паянхи мероприяти те çакнах çирĕплетет, - терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов музейпе паллашнă хыççăн.

Мероприяти малалла шкулăн акт залĕнче тăсăлчĕ. Рудольф Васильевич "Симбирский дом" строительство компанийĕн ертỹçине Ферид Аюпова, ялти Аслисен канашĕн председательне Рауф Хафизова, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене Рушания Валеевăпа Памир Салихова "Патăрьел районне йĕркеленĕренпе - 95 çул" медальсемпе чысларĕ.

Уяв вĕренекенсем хатĕрленĕ концертпа малалла тăсăлчĕ.

О. ПАВЛОВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика