Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв ачасен кăмăлне çĕкленĕ

05 августа 2022 г.

Шăнкăртам ялĕнче республикăри мечĕтсен çумĕнче йĕркеленĕ лагерьсене çỹрекен ачасен уявĕ иртнĕ. Ăна Атăлçи Пăлхар ислам тĕнне йышăннăранпа 1100 çул çитнине халалланă.

Уяв йăлана кĕнĕ Корана аячĕсене вуланинчен пуçланнă.

Мероприятие уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов, Чăваш Республикинчи мăсăльман тĕн управленийĕн централизациленĕ организацийĕн председателĕ, Чăваш Енри Общество палатин, районти Общество канашĕн членĕ Мансур хазрат Хайбуллов, Чăваш Республикинчи вĕрентỹ институчĕн ректорĕ, доцент, филологи наукисен докторĕ Юрий Исаев, Пĕтĕм Раççейри тутар çемйисен фончĕн директорĕ Миляуша Гарифуллина, Чăваш Енри Общество палатин членĕ Шарипжян Касаров, мăсăльман прихучĕсен имамĕсем тата чĕннĕ хăнасем хутшăннă.

Официаллă пайра тăрăшуллă ачасен лагерĕсене, çав шутра хăйсен пултарулăхне çитĕнекен ăрăва мăсăльман тĕн йăли-йĕркине юратма тата хисеплеме вĕрентессине, воспитани парассине тивĕçлĕ тỹпе хывнă аслисене дипломсемпе, грамотăсемпе, хаклă парнесемпе чысланă.

Пăлхар историйĕпе, ислам тĕнĕн никĕсĕпе викторина ирттернĕ. Çитĕнекен ăру тĕн, тăван чĕлхе, наци культурипе çыхăннă сăвăсене вуланă.

 Ача-пăча çавăн пекех спорт вăййисене хастар хутшăннă: вĕрен туртнă, наци кĕрешĕвне явăçнă, алă вăйне виçнĕ, велосипедпа ярăннă, кире пуканĕ çĕкленĕ тата ытти те. Нацин тĕрлĕ вăййи - чỹлмек ватасси, вĕрлĕк çинче михĕпе тупăшасси, кĕвентепе шыв йăтасси - чылайăшне илĕртнĕ. Паллах, уявра лашапа ăмăртса чупнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Ку хутĕнче те унта хутшăннисем хăйсеннисемшĕн "чирлерĕç".

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем кашни ăмăртурах, вăйăрах хаклă парнеллĕ пулнă.

Аттракционсем кĕçĕннисене савăнтарнă, суту-илỹ лавккисем ĕçленĕ.

 Уçă сывлăшра йĕркеленĕ апат та (плов, пылак çимĕçсемпе шывсем) техĕмлĕ пулнă.

Çемье аллейине хăнасемпе çамрăк мăшăрсем йăлана кĕнĕ йĕркепе туя хунавĕсене лартнă.

Уяв Хусан хулинчен килнĕ "Алпар" ансамбль артисчĕсен концерчĕпе вĕçленнĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика