15 мая 2020 г.
ШĂНКĂРТАМРИ Рауф Хафизов ертсе пыракан аксакалсен канашĕ пурнăçри пулăмсенче яланах пысăк хастарлăх кăтартать. Çулсеренех вĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен нумай ачаллă тата йывăр шăпаллă çемьесене укçа парса пулăшаççĕ. Ырă йăлана кăçал та тăсасшăн. Юбилярсене чыслăн саламласси те ăнăçлă пулса пырать.
Çĕнтерỹ уявĕпе тата хальхи вăхăтра малалла тăсăлакан Рамадан ячĕпе шурсухалсем пĕччен пурăнакан хĕрарăмсене кучченеç валеçнĕ. Ял тăрăхĕнче йĕркеленĕ ыр кăмăллăх акцине Дамир Земдихановпа Азат Пазюков предпринимательсем те кăмăлтан хутшăннă, вĕсем те йывăртарах лару-тăрура пурăнакан пĕччен хĕрарăмсене уяв ячĕпе парне тунă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)