22 января 2019 г.
Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта ку чухнехи инновациллĕ вĕрентỹ технологине ĕçе кĕртес, малта пыракан опыта анлăн сарас, педагогсен ăсталăхне ỹстерес, лайăхран лайăххисене палăртас тĕллевпе уçă уроксен фестивальне ирттерчĕç.
Унта хутшăннисем уçă уроксем пачĕç тата мастер-классем ирттерчĕç. 19 учитель ĕçне тĕрлĕ номинаципе хакларĕç. Вăл шутра "Ылтăн фонд", "Хăй ĕçĕнчи мастер", "Йăла-йĕркене упракан", "Хускану - пурнăç", "Чĕрене ачасене паратăп" тата ытти те пур. "Мастер-класа" хутшăннисем те номинацисене тивĕçрĕç. Çакнашкал ĕçленин усси пурах. Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тенĕ евĕр, вĕренекенсем район, республика тулашĕнчи конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнса призлă вырăнсем йышăнса савăнтараççĕ. Çитĕнекен ăрăвăн пĕлỹ никĕсĕ çирĕп хурăнать шкулта.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)