09 октября 2018 г.
Районта сентябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен "Çулталăк çемйи - 2018" конкурс иртнĕ. Суйлав турне хутшăнакансем хăйсен çемйи, йăли-йĕрки, çитĕнĕвĕсем пирки презентаци кăтартнă. Комисси материалсене пăхса хакланă хыççăн Шăнкăртам ял тăрăхне кĕрекен Кзыл-Камышра пурăнакан Масяевсен çемйине суйласа илнĕ. Çакă ахальтен те мар, вĕсенчен ыттисен тĕслĕх илмелли чылай. Мукатдес Небиуллович "СтройРемМос" пĕрлешỹре прорабра, Гульнара Максутовна Кзыл-Камышри шкул-садра кĕçĕн классен учителĕнче тăрăшать, çавăн пекех музыка урокĕсене ертсе пырать. Мăшăр пурнăç сукмакĕпе 29 çул утать, 6 ача пăхса ỹстерет. Çемье "Пурăн, çулсем иртсен те, инкекре те пуçна ан ус, ĕçе эпир пайлăпăр çурмаран" девизпа пурăнать.
Масяевсем республика шайĕнче кăçалхи октябрĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 6-мĕшĕччен иртекен "Çулталăк çемйи - 2018" конкурса хутшăнса район чысне хỹтĕлĕç.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)