21 августа 2018 г.
Шăнкăртам ял тăрăхĕнче ырă ĕçпе, сăваплăхпа çыхăннă йăласем сахал мар. Пурнăçра тĕрлĕ йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çынсене алă тăсса парасси, вĕсене пулăшасси аксакалсен канашĕшĕн те çĕнĕлĕх мар. Çулсеренех вĕсем Пĕлỹ кунĕ умĕн ялти нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесенчи шкул ачисене укçа-тенкĕ парса пулăшаççĕ. Кăçал та иртнĕ çулхи пекех списока кĕртнĕ 25 вĕренекене 2500шер тенкĕ укçа уйăрнă.
- Кашни ача çемьере хăйне лайăх туйтăр, сывлăхлă çитĕнтĕр, вĕренỹре ĕлкĕрсе пытăр. Эпир, аслă ăру çыннисем, пирĕн пурнăçа малалла тăсакансемшĕн мĕн пур услови пултăр тесе тăрăшатпăр,- теççĕ шурсухалсем мăнукĕсене ырă сунса. Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи аксакалсен ырă пуçарăвне ыттисен те шута илсен аван. Мĕншĕн тесен паянхи кун пурлăх тĕлĕшĕнчен çăмăл мар лару-тăрура пурăнакан çемьесем кашни ялтах пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)