31 июля 2018 г.
Шăнкăртамра сумлă лару-тăрура, шучĕпе çиччĕмĕш, «Муслима» мечĕтне уçнă. Çывăх вăхăтра кунта «Ислам – Чăваш Енре» ятпа музей йĕркелесшĕн.
Шăнкăртамсен савăнăçне пĕрле пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Раççейри Мăсăльмансен тĕн пухăвĕн председателĕ, Мускав хулипе Тĕп регионти тата Чăваш Республикин муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Обществăлла палатăн членĕ Альбир хазрат Крганов, Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, ЧР Обществăлла палатăн членĕ Мансур хазрат Хайбуллов, ЧР Обществăлла палатăн председателĕ Алексей Судленков, Чăваш Енри тутарсен наципе культура автономийĕн председателĕ Ферит Гибатдинов, Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн представителĕ Ренат Закиров, ытти хăнасем хутшăннă.
Шăнкăртамри Халăхсен туслăхĕ паркра ачасен йăлана кĕнĕ Сабантуйĕ иртнĕ. 12-м.ш хут йĕркеленĕ уявра Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчи мăсăльман тĕн прихучĕсен çумĕнчи лагерьсенче каннă яш-кĕрĕм те савăннă. Коран вуланă хыççăн ислам тĕнне пĕлес тĕлĕшпе викторина, =авён пекех тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ, вăйă, конкурс илĕртнĕ çамрăксене.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)