Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур салтак

20 июля 2018 г.

Çак кунсенче Шăнкăртамра пурăнакан Элфит Султангериевичпа Фенися Нурулловна Халитовсем хăйсен ывăлĕ хĕсметре тăракан çар чаçĕнчен Тав çырăвĕ илнĕ. Унта Рэстэм Халитов (ỹкерчĕкре) салтак хăйĕн çарти тивĕçне питĕ лайăх пурнăçлани, Тăван çĕршывăн чăн-чăн хỹтĕлевçи пулни çинчен мухтаса çырнă.

- Рэстэм Халитов хăй тỹрĕ кăмăллă та çирĕп дисциплинăллă çар çынни пулнине кăтартса пачĕ, - çырать В. Пьянов капитан.

- Вăл хăйне шанса панă тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлать, çарпа професси пĕлĕвĕсене ỹстерсех пырать. Пĕрле службăра тăракан юлташĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Çырура Элфит Султангериевичпа Фенися Нурулловнăна хăйсен ывăлне тивĕçлĕ воспитани панăшăн, Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриотне çитĕнтернĕшĕн чĕререн тав тунă. Рэстэм Йошкар-Олара службăра тăрать. Вăл вăтам шкултан та, Канашри финанс технику- мĕнчен те хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче куçăмсăр майпа вĕренĕве малалла тăсать.

Н. МАЗЯКОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика