Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак ячĕ сумсăр мар

10 июля 2018 г.

Шăнкăртамра çуралса ỹснĕ Ф. Хасянов салтак тивĕçне Йошкар-Олари çар чаçĕнче пурнăçлать. Нумай пулмасть унăн ашшĕпе амăшĕ - Камил Минзагитовичпа Миляуше Минхайдеровна - ячĕпе рота командирĕн çумĕнчен А. Петровран тăван çĕршыва сыхлама юрăхлă ывăл çитĕнтернĕшĕн тав сăмахĕ çитнĕ. Вăл Фанис автоматпа ĕçлеме хăвăрт хăнăхнине, юлташĕсене пулăшма тăрăшнине, службăна тин пуçăнакан яшсене хăй мĕн пĕлнине вĕрентнине, кашни офицер ăна шанма пултарнине, темиçе хутчен те ăна яваплăхшăн, лартнă тĕллеве пурнăçланăшăн рота, полк, дивизи шайĕнче хавхалантарнине пĕлтернĕ.

Фанис мĕн ачаранах тỹрĕ кăмăллă, хăйне хушнă ĕçе çийĕнчех тума тăрăшнипе палăрнă. Шкулта математика, биологи, истори, обществознани предмечĕсене юратса вĕреннĕ. Канашри финанс колледжĕнче ăс пухнă. Аллине диплом илнĕ хыççăнах салтак тумне тăхăннă.

- Мана колледж хам тĕллĕн тĕрĕс йышăнусем тума вĕрентрĕ, аттепе анне вара тивĕçлĕ воспитани пачĕç. Çар пурнăçĕ каланă сăмаха тытма, яваплăха туйма, çирĕп кăмăллă пулма хăнăхтарчĕ, - тет салтак.

Çĕршыв хỹтĕлевçисем тăван килĕсене килсен салтакри сăн ỹкерчĕксен альбомĕсене, наградисене чыслăн упраççĕ. Ф. Хасянов та çар чаçĕнчен янă тав çырăвне сумлă вырăнта тытасса шанатпăр.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика