03 июля 2018 г.
Хĕрлĕ çара туса хунăранпа 100 çул çитнине уявланă май Л. Мухутдинов капитан хăй службăра тăракан хула округĕн администраци пуçлăхĕнчен çине-çинех тав туни илме тивĕçрĕ. Çакă вара Шăнкăртамра пурăнакан кукамăшне виçесĕр савăнтарчĕ. Мăнук ачасенчен те хаклăрах тесе ахаль каламаççĕ иккен.
Виçĕ хĕр çитĕнтерчĕç Бикчуринсем. Пурне те аслă пĕлỹ илме пулăшрĕç, качча пачĕç, пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хураççĕ вĕсем. Гульшат Мускавра, Алсу Питĕрте, Эльвира Калининградра тĕпленнĕ. Кукамăшĕ валли виçĕ мăнук çитĕннĕ.
Чылай çул учительница пулса ĕçленĕ Фарида Закировнăн вăхăтĕнче хăйĕн ачисемпе килте кĕнеке тытса ларма ерçỹлĕх те çитеймен. Шкулта класри йышлă ачапа сахал мар вăй хума тивнĕ. Юрать, улмисем йывăççинчен аякка ỹкмен. Çакăншăн савăнать халĕ. Хĕрĕсене пуçран çупăрласа ỹстерейменнине кура мăнукĕсене ытларах юратать. Ленара (Эльвирăн ывăлĕ) Хусанти Суворов ячĕллĕ çар училищинче вĕреннĕ вăхăтра кану кунĕсенче час-часах хăй патне илсе килетчĕ.
Иртеççĕ çулсем, шуралаççĕ çỹçсем. Аслăраххисем Ленар кукашшĕне те лайăх астăваççĕ. Çăмăл атлетика енĕпе РСФСР чемпионĕ, СССР рекордсменĕ пулнă вăл. Ăмăрту сайра унсăр иртнĕ. Кашнийĕнчех Расых абый хисеп грамотипе, медальпе таврăннă. Унăн вăр-варлăхĕ, çаврăнăçулăхĕ куçса юлнах Ленар Ильдаровича.
Паян Бикчуринсен мăнукĕ часть командирĕн çумĕ шутланать. Хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланипе палăрать. Служба килĕшет ăна. Малашлăх ĕмĕчĕсем те пысăк. Академие вĕренме кĕресшĕн.
Çамрăксемпе çарпа патриотла воспитани парас ĕçе хастар хутшăнать каччă. Тĕрлĕ мероприятипе акцинче яланах пуçаруллă.
"Тĕслĕхе яланах аттене хуратăп. Офицер пулни хăйех мĕне тăрать. Пурнăçа хăв куçупа куратăн. Хамран çирĕп ыйтасси ỹсет. Йывăрлăхсем вара пиçĕхтереççĕ çеç", - тет Ленар.
14 çултах ашшĕпе амăшĕнчен уйрăлнă тесен те юрать каччăна. Çар училищинче виçĕ çул вĕренни сисĕнмен те. Унтан ылтăн медальпе тухнă. Малалла Ульяновскинчи аслă çар училищинче вĕреннĕ. Хĕрлĕ диплом илнĕ. Пĕрлех юрист пĕлĕвне те пухнă. Курсантсен стена хаçатĕнче те пĕр хутчен çеç мар çырнă каччă çинчен.
Виçĕ çул çар ĕçне хăнăхнă Ленар. Хисеп çĕнсе илме пикеннĕ. Шаннă ăна аслисем. Çĕршыв хỹтĕлевçи пирки Калининград облаçĕн хаçатĕнче те материал пичетленĕ.
Шанăçа тỹрре кăларни куç кĕретех. Званийĕпе те ỹссе пырать ентеш.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)