03 июля 2018 г.
Çак кунсенче Шăнкăртам ял тăрăхне кĕрекен Кзыл-Камыш ялĕ 90 çул тултарчĕ. Пысăк юбилее халалласа кунта Ял уявне йĕркеленĕ. Ентешĕсене çак ятпа саламлама аякри хăнасем те йышлăн çитнĕ.
Паян 400-е яхăн çын пурăнакан ял çулсерен çĕнелсе, аталанса пырать. Кунтан ĕç паттăрĕсем, ытти хастарсем те йышлăн тухнă. Уявра ял тăрăх пуçлăхĕ М. Валитов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ- строительство, обществăлла структура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Р. Ямалетдинов, имам-хатыб Абдулла хазрат тата ыттисем те пурне те ăшшăн саламланă, пархатарлă ĕçшĕн тав тунă, ăнăçу суннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)