05 июня 2018 г.
Июнĕн 2-мĕшĕнче районта республикăри транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ В. Иванов пулнă. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Селивановпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тăвакан çул-йĕр-пе паллашнă. Малтанах Шăнкăртамри Шупашкар урамĕнче пулнă. Ку объектăн тăршшĕ 2,65 çухрăм, ăна икĕ çулта вĕçлеме палăртнă. Вырăнти çула "РЭМИСС" пĕрлешỹ тăвать. Хальхи вăхăта 550 метра асфальт сарнă.
Çавăн пекех тĕл пулура район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕпе Р. Ямалетдиновпа республика тата вырăнти шайри çулсене юсасси пирки те калаçнă. "Калинино-Патăрьел-Елчĕк" трассăн Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи çула çĕнетессине вĕçлес ыйтăва та хускатнă. Сăмах май, халь шăпах çак лаптăка туса пĕтерекен подряд организацине палăртакан конкурс пырать.
- Çул-йĕр тăвакансем хăйсен ĕçне пахалăхлă пурнăçлаччăр тесе тăрăшмалла, район администрацийĕн подрядчиксем контракт условийĕсене йăлтах пурнăçланине тĕрĕслесех тăмалла, - тенĕ В. Иванов министр тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)