Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăла-йĕркепе ĕненỹ -кашни халăхăн иксĕлми пуянлăхĕ

27 апреля 2018 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра тĕрлĕ наци халăхĕпе çеç мар, уйрăм тĕн йăли-йĕркине пăхăнакан çынсем пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр-пĕрин ĕненĕвне хисеплесе пурăннипе те палăрса тăрать. Паян районта православи тĕнне ĕненекенсемшĕн те, ислам тĕнĕн йăли-йĕркине тĕпе хурса пурăнакансемшĕн те хăй халăхĕн ăс-хакăлĕ çинче никĕсленсе тăракан йăласен тытăмĕ, культури тĕп вырăнта.

Тĕн вăл халăх культурин тĕп шăнăрĕ шутланса тăрать. Çавăнпа та пурнăçра унăн йăли-йĕркине пăхăнса, тĕн енĕпе хамăрăн ăс-хакăлăмăра ỹстерсе, пуянлатса пыни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе ĕçлет те паян Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕн Шăнкăртамри "Гулистан" МЕДРЕСЕ - вăтам профессилле тĕн вĕрентỹ учрежденийĕ.

Вырсарни шкулĕн никĕсĕ çинче йĕркеленсе кайнă ислам тĕнĕн историйĕпе культурине тĕпе хурса ĕçлекен учреждени 2007 çулхи ноябрьте регистрациленнĕ. Çакăн хыççăн шăпах медресе тĕн енĕпе тарăнрах пĕлỹ илме пулăшакан малтанхи "студенчĕсене" ушкăнланă.

Медресен ректорĕ (ун чухне çапла ят пулнă) Наиль Аглеметдинович Ямалетдинов пулнă. Мăсăльман тĕн йăли-йĕрине тытса пыракансем вĕрентỹ учрежденийĕнче куçăмлă тата куçăмсăр майпа пĕлĕвĕсене малалла аталантарма, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен хăйсене тата пуянлатма пултараççĕ. Çак кунсенче эпир унăн директорĕпе Г. Пазюковапа тĕл пултăмăр, кĕскен хăйсен профессилле тĕн пĕлĕвĕ паракан учреждени пурнăçĕ, аталанăвĕ, унăн пĕлтерĕшĕ пирки каласа пама ыйтрăмăр:

- Медресе "ГУЛИСТАН" Чăваш Республикинче ислам пĕлĕвĕ паракан пĕртен-пĕр методика центрĕ, вĕрентỹ учрежденийĕ. Вăл республикăра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Шăнкăртам ялĕнче уçăлнăшăн эпир çав тери савăнатпăр. Çакна та палăртса хăвармалла. Медресере хамăр ялсем çеç мар, Тутарстанран, Пушкăртран, Пенза облаçĕнчен, Чулхуларан, Самарăран, Мари Элтан килнĕ шакирдсем те вĕренеççĕ. Вĕренекен студентсем валли мĕн пур услови çителĕклĕ: вĕренмелли, кĕлĕ ирттермелли, çывăрмалли, апатланмалли ятарлă пỹлĕмсем пур. Ытти çăмăллăхсем те çуртрах.

Студентсем хушшинче, паллах, ытларах арçынсем: аксакалсем, çамрăк каччăсем. Вĕсемпе юнашарах хĕрарăмсем вĕренеççĕ. Çамрăксем те пур. Медресене чун канлĕхĕшĕн, тĕн историне тарăнрах пĕлес шутпа занятисене хăйсен ирĕкĕпе çỹрекенсем те сахал мар. Урăхла каласан, мăсăльман тĕнĕн йăли-йĕркине, ислам историйĕн культурине тарăнрах пĕлес текенсемшĕн пуриншĕн те алăк уçă. Сăмах май, пирĕн вĕренỹ учрежденийĕ ку таранччен куçăмлă тата куçăмсăр уйрăмсенчен 86 студента вĕрентсе кăларнă. Медресе выпускникĕсем чылайăшĕ имам-хатыб, мечĕтсем çумĕнчи вырсарни шкулĕсенче преподаватель пулса ĕçлеççĕ, е "Мухаммадия" медресере, Хусанти, Уфари ислам тĕнне тата тарăнрах вĕрентекен аслă шкулсенче пĕлĕвне малалла тăсакансем те пур.

Иртнĕ çултан пуçласа эпир тĕн пĕлĕвне ятарлă стандарт программипе вĕрентетпĕр. Çакă пирĕншĕн çĕнĕлĕх. ЧР вĕрентỹ министерствипе, районти вăтам шкулсемпе тачă çыхăну тытатпăр. Пирĕн шакирдсемпе преподавательсем Мăсăльмансен тĕн управленийĕ ирттерекен кашни мероприятиех хастар хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул регионсем хушшинче ислам тĕн культури енĕпе йĕркеленĕ олимпиадăра та пирĕн студентсем палăрчĕç.

А. ЕГОРОВА.

Г. ПАЗЮКОВА - ĕç ветеранĕ, вăл хĕрĕх çула яхăн ачасене ют чĕлхене вĕрентнĕ. 2012 çултанпа медресе ертỹçинче тăрăшать, çитĕнекен çамрăк ăрупа тĕн культурине ăша илсе ỹстĕр, аслисене хисеплеме, ытларах ырă ĕç тума хăнăхтăр тесе пысăк ĕç тăвать, общество пурнăçне те хастар хутшăнать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика