13 апреля 2018 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕ нумай нациллĕ туслă халăх пурăннипе çеç мар, паянхи кун та патвар та пултаруллă, вăрăм ĕмĕрлĕ ĕç паттăрĕсем савăнтарнипе та палăрса тăрать. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура юлашки вунă çулта 85 çултан аслăрах çынсен шучĕ 1,7 хут, 100 çул урлă каçнисен йышĕ юлашки пилĕк çулта икĕ хута яхăн ỹссе 99 çынпа (çулталăк пуçламăшĕ тĕлне) танлашнине илсе кăтартрĕ. Ку тĕлĕшпе Патăрьел районĕ те кăтартуллисен ушкăнĕнче.
Хальхи вăхăтра пирĕн тăрăхра 90 çул тултарнă 220 ытла ватă пурăнать. Вĕсем хушшинче чăваш та, вырăс та, тутар наци çынни те пур. Ĕç ветеранĕсем пурте ĕçпе пиçĕхнĕ, вăхăтĕнче тăван район аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнă хастарсем. Акă, çак кунсенче çеç Шăнкăртамра пурăнакан Г. Фасхутдинова хăйĕн 100 çулхи пысăк юбилейне паллă турĕ. Ĕмĕр ĕмĕрлессине урам урлă каçассипе çеç танлаштараймăн. Гельмизиан аппа та пурнăçĕнче хурапа шуррине сахал мар черетленĕ. Паян кинемей йывăр вăхăтсене те, çĕнĕ пурнăç тапхăрне те усалпа аса илмест. Колхозра ĕç кунĕ тăвас тĕллевпе ывăннине пĕлмесĕр тăрăшнă çулсемшĕн те ỹкĕнмест. "Халăхпа, çынпа пĕрле пулнă, çĕршывшăн тăрăшнă...",- тет вăл паянхи кун та вуншар теçетке хыçа юлнă çулсене сăпайлăн çеç хак парса.
Чылай чухне çулĕпе аслă çынсенчен вăрăм ĕмĕрĕн "элексирне" пĕлесшĕн тăрăшатпăр. Ку тĕлĕшпе Гельмизян Алимовнăн та вăрттăнлăх çук. Мăшăрĕпе - Минулла Айнетдиновичпа- çитĕнтернĕ пилĕк ача амăшĕ ĕмĕр тăршшĕпех хăйĕн ăшшине, ыр кăмăллăхне çынсене парнеленĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл кỹршĕри куç курман Негиле аппана та 20 çул пăхса пурăннă! Юлашки çулĕсенче вара ăна хăй çемйине, килнех илсе килнĕ.
Паян Гельмизян аппа пурăнакан çуртра тăватă ăру çитĕнет: асли 100 çулта, мăнукĕн чи кĕçĕн пепки - Самат 2,5 çулта. Мăнук тенĕрен, вĕсем хисеплĕ эпин 44а çитнĕ! Сывлăх пулсан кинемей ытти мăнукĕсене те пил парĕ.
А. НИКОЛАЕВА
Вулакана п.лме
Христос ч.р.лнине паллё тумалли уявпа =ыхёнтарса районти культура: в.рент\ учреждений.сенче аслё ёру =ыннисемпе мероприятисем ирттересси: чирк\ настоятел.семпе т.л пулу й.ркелесси малалла пырать? +улсеренех вырсарни тата искусство шкул.сенче: в.рен\ учреждений.сенче в.ренекенсем хушшинче «Мёнкун савёнё=.» фестиваль: «Мёнкун открытки»: «Мёнкун =ёмарти» конкурссем й.ркеле==.? Творчество ёсталёх.пе =ыхённё конкурссене Патёрьел.нчи культурёпа кану центр.нче ака уйёх.н 15-м.ш.нче: урёхла каласан к.=.н Мёнкунта: п.т.млете==.?
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)