30 марта 2018 г.
Тĕнче Кубокне тивĕçнĕ, кĕрешессипе икĕ хут Европа чемпионĕ пулнă, РФ тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ М. Тазетдинов ячĕпе Шăнкăртамра ирĕклĕ майпа тата "Корэш" мелĕпе кĕрешессипе йăлана кĕнĕ республика турнирĕ иртнĕ. Унта Шăмăршă тата Патăрьел районĕсенчи 80 ытла спортсмен хутшăннă. Пуçтарăннисене ăнăçусем сунса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ М. Валитов, Шăнкăртамри Обществăлла канаш председателĕ В. Алимов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Семенов саламланă. Турнир хуçи М. Тазетдинов ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунисене, килнĕ хăнасене пурне те тав тунă. Сăмах май, вăл Шăнкăртамра çуралнă, районти спорта аталантарассишĕн нумай тăрăшнă.
Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе хăйсен виçе категорийĕсенче И. Купкенов (Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ шкул), А. Хисамутдинов, Г. Глухов (Шăнкăртамри пĕрремĕш шкул), М. Салихов, А. Цветков, Р. Вахитов пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Тутарла-пушкăртла кĕрешессипе çĕнтерỹçĕсем С. Асеинов (Шăнкăртамри пĕрремĕш шкул), И. Хуснетдинов, А. Ишмуратов, И. Сейфетдинов (Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ шкул), Р. Вахитов (Ыхра Çырми) пулнă.
Ăмăртура мала тухнисене медальсемпе, дипломсемпе тата парнесемпе хавхалантарнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)