23 марта 2018 г.
Çак кунсенче Кзыл Камышри Бургановсен çем-йишĕн пысăк савăнăç пулнă. Вĕсен ывăл çуралнă. Пĕчĕк Камалетдиншăн ашшĕ-амăшпе пĕрлех йĕкĕреш аппăшсем те тем пекех хĕпĕртенĕ. Çак ялта кăçал иккĕмĕш "çĕнĕ кайăк" хутшăннă. Районти ЗАГС уйрăмĕнче вара ăна 50-мĕш номерпе регистрациленĕ.
Иртнĕ çул та çак сăлтавпа Шăнкăртамри çамрăк çемьенех саламланăччĕ. Ун чухне "аист" Сыраевсен çемйине чиперкке илсе килнĕччĕ.
Çемьене ача хутшăнни савăнăç çеç мар, пысăк телей, ырă пулăм, шанчăк та. Паян çакнашкал çемьесем пурте патшалăхран тĕрлĕрен социаллă пулăшу илме пултараççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)