16 марта 2018 г.
"Эпир хамăрăн историпе, культурăпа тата йăла-йĕркепе мăнаçланатпăр. Çавна май вĕсене килес ăрусемшĕн сыхласа хăварас енĕпе мĕн кирлине йăлтах тумалла".
(ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран).
Ырă йăла-йĕрке йăлмакран та çирĕп, теççĕ аслă ăру çыннисем. Шăнкăртамра йĕркеленĕ "Ăрусене çыхăнтаракан уяв" ("Праздник, связывающий поколения") республика шайĕнчи çемье фестивалĕ çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ . Çавăнпа та пĕр ăрăва тепринпе çыхăнтаракан фестиваль сцени çинче Юхмапа Пăла тата Каçал тăрăхĕсенче нумай пулмасть çеç çемье çавăрнă çамрăк çемьесемпе 50, 55, 60... çул мăшăр кăвакарчăн пек килĕштерсе пурăнакан аксакалсем, сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăр ачасене хăйсен хỹтлĕхне илнĕ çемьесем пĕрин хыççăн тепри черетленни залра ларакансене те тыткăнларĕ. Сăмах май каласан, асăннă уявăн малтанхи хĕлхемĕ чĕрĕлсе кайни тахçанах та мар. Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕпе Обществăлла палата, республикăри тутарсен наципе культура автономийĕ тата район администрацийĕ пĕр сăмахра пулса йĕркелекен мероприяти кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртрĕ. Фестиваль паянхи çамрăксемшĕн ăс-хакăл культурипе патриотизм туйăмне аталантарас, общество малашлăхĕшĕн çемьене, унăн пуянлăхне, ырă йăли-йĕркине, тĕн культурине ламран-лама сыхласа хăварас, аслă ỹсĕмри хисеплĕ çыннăмăрсен пархатарлă опытне вĕренсе юлас тĕллевпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Кирек мĕнле уяв та хисеплĕ, чыслă хăнасемпе илемлĕ. Фестивале район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Мăсăльмансен Чăваш Республикинчи тĕн управленийĕн председателĕ, Чăваш Республикинчи Обществăлла палата членĕ Мансур хазрат Хайбуллов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ Минсур Валитов, Чăваш Республикинчи юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ - ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Алексей Вязов, Чăваш Республикинчи Обществăлла палатăн культура, этноконфесси хутшăнăвĕсем тата информаци политикин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси председателĕ Зинаида Паршагина, Тутар Республикинчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен килнĕ ытти хăнасем хутшăнчĕç.
- Общество çемье никĕсĕ çинче аталанать. Çавăнпа та вăл çирĕп, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен шанчăклă, культура енĕпе çỹл-лĕ шайра пулни пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республики кашни пин çын пуçне уйрăлакан çемьесен кăтартăвĕпе саккăрмĕш вырăнта, Федерацин Атăлçи округĕнче вара Чăваш Ен çемье тĕреклĕхне упрас тĕлĕшпе чи кăтартулли, пĕрремĕш вырăнта,- палăртрĕ Чăваш Республикинчи юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ - ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Алексей Вязов.
Фестивале хутшăннă çемьесене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, ЗАГС пайĕн начальникĕ Н. Емелина саламларĕç, кашни çыншăн çемье, йыш хушăнни пысăк савăнăç, ăрусем хушшинчи çыхăнăва тытса тăма пулăшакан тĕрев пулнине палăртрĕç. "Çемье, ĕненỹпе йăла-йĕрке кирек мĕнле обществăшăн та виçкĕтеслĕх вырăнĕнче. Пурнăç аталанăвĕ те тĕпрен илсен çакăнтан килет. Паянхи аслă ăру çыннисем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх",- палăртрĕ Рудольф Васильевич хăйĕн сăмахĕнче.
Уяв пуçламăшĕнче республикăри юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствипе республикăри мăсăльмансен Тĕн управленийĕ малашне те çемье пуянлăхне упрас тĕлĕшпе пĕр- пĕрне ăнланса ĕçлес тĕлĕшпе алă пусса çирĕплетнĕ килĕшỹ пурин умне те пысăк яваплăх лартрĕ, тĕн представителĕсем тухса каланă кĕлĕсемпе халалсем уйрăмах çамрăк çемьесемшĕн кăмăл-сипет, сăпайлăх тĕлĕшпе черетлĕ "урок" вырăнне те пулчĕ.
Цифрăсемпе фактсем:
Паянхи куна районта 50 çул е тата ытларах пĕрле пурăнакан 470 мăшăр. 2018 çулта 96 çемье "ылтăн" (50 çул), "изумруд" (55 çул), "бриллиант" (60), "тимĕр" (65) туйсене паллă тăваççĕ.
Вулакана пĕлме:
2017 çулта Шăнкăртам ял тăрăхĕнче 33 çамрăк мăшăр çемье çавăрнă, саккăрăшĕ уйрăлнă.
Çулталăк тăршшĕпе 82 пепке çуралнă, 46 çын вилнĕ.
Хаклав
Х. Х.АНЗЯРОВ, ĕç ветеранĕ, Хирти Пикшик:
"Кăçал Рахиля Ахметзекиевна мăшăрăмпа çемье çавăрни 55 çул çитрĕ. Урăхла каласан, хамăр суйласа илнĕ шăпа хыçа юлнă пурнăçа хак парса икĕ "5" лартрĕ. Иртнĕ кунсемшĕн ỹкĕнместпĕр. Пурнăçра яланах пĕр-пĕрне ăнланма, хисеплеме, пулăшса пыма тăрăшрăмăр. Унăн "çимĕçĕшĕн" ватлăхра савăнатпăр çеç. Пирĕн пек ватăсене пысăк уяв йĕркелесе чысланишĕн, саламланишĕн чун-чĕререн савăнтăмăр. Паянхи çамрăксем те ватăсенчен ырă тĕслĕх илсе ĕмĕр тăршшĕпе килĕштерсе пурăнччăр".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)