13 марта 2018 г.
Спартакиада шучĕпе вĕрентỹ системинчи профсоюз членĕсем хушшинче волейболла выляса мала тухассишĕн ăмăртусем иртрĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спорт залĕнче арçын педагогсен ултă тата район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн команди тупăшрĕç. Пĕрремĕш вырăна хуçасем тухрĕç. Иккĕмĕшĕнче - управлени ĕçченĕсем, виççĕмĕшĕнче - Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул учителĕсем.
Хĕрарăмсен командисем йышлăрах пулчĕç. Вĕсем Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам тата Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен спорт залĕсенче ăмăртрĕç. Çĕнтерỹçĕсем вара Нăрваш Шăхалĕнчи вĕрентỹ учрежденийĕнче вăй хуракансем пулчĕç.
Хутăштарса вылянă ушкăнсенчен пĕрремĕш вырăна Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкул вĕрентекенĕсем йышăнчĕç. Пуçламăш шкул-садсенчен Упамсасем пъедесталăн çỹллĕ пусăмĕ çине çĕкленчĕç. Шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенчен Туçари "Сар хĕвел" ача сачĕн ĕçченĕсен хастарлăхне палăртмалла.
Çĕнтерỹçĕсене район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова, вĕрентỹ ĕçченĕ-сен профсоюз райкомĕн председателĕ С. Елагина саламларĕç, Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысларĕç.
А. ИВАНОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)