Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуларинчен пĕрре те кая мар…

25 октября 2017 г.

Хула çыннисем ялтисене таса апат çиеççĕ, мĕн пур продукцие хăйсем туса илеççĕ тесе

ăмсанаççĕ. Ялтисем вара хуларисене таса та хăтлă, тирпейлĕ пурăнаççĕ теççĕ. «Тăрăшсан, çине тăрсан вĕсене пĕрлештерме те пулать», - теççĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем.

Шăнкăртамсенчен тĕслĕх илмелли пурах

Хуласене хăтлăхĔ тирпей- илем кĕртес тĕллевпе «Хулари хăтлă хутлăх» программа  йĕркеленĕ. Унпа хуласем кăна маар,  ялсем те усă курма пултараççĕĕ. Асăннă программăпа Патăрьелсем чи малтан усă курнă. Эпир Патăрьел райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе Шăнкăртам ял тăрăхне çитсе куртăмăр, ял инфратытăмĕ епле аталаннипе паллашрăмăр. Сăмах май,  1945киллĕ Шăнкăртамра паян 5874 çын пурăнать. Кунта ача çураласси, вилекенсен шучĕпе танлаштарсан, икĕ хут пысăкрах. Çамрăксем аслă шкулсенчен вĕренсе тухнă хыççăн яла таврăнаççĕ. Сала куллен çĕнелсе-аталанса пырать. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче кунта Вахитов урамĕнчи автоçула юсама пуçланă. Совет тапхăрĕнче пĕве пулнă, халĕ юхăннă вырăнта вĕсем кĕпер тăваççĕ,асфальт сараççĕĕ Асăннă объект 4 миллион тенке ларнă. Нухратăн 60 процентне патшалăх уйăрнă, 40 процентне халăхран пуçтарнă. Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов пĕлтернĕ тăрăх, килес çул салари Шупашкар урамĕнче çул сарасшăн.

Шăнкăртамри общество канашне 2011 çулта сала пурнăçĕпе пуласлăхĕшĕн пăшăрханакансен пуçарăвĕпе йĕркеленĕĕ.Ăна ялти сумлă шур сухалсем ертсе пыраççĕ. Çапла майпа Шăнкăртамра «Халăхсен туслăхĕ» кану паркĕ йĕркеленĕ, «Паттăрсен аллейи» асăну комплексне тĕпрен çĕнетнĕ.

Çавăн пекех вĕсем инкек-синкеке лекекенсене пулăшма страхлакан касса тунă. Кашни çемье çулсерен унта 1-ер пин тенкĕ хывать. Унпа аварие лекнисене, пушара пула шар курнисене тĕрев параççĕĕ Çавăн пекех çулсеренех 1-мĕш класа каякансене, вĕренỹре «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыракансене, чи лайăх спортсменсене, ăста педагогсене хавхалантараççĕ.Общество канашĕн фончĕ чирлисене те, нумай ачаллă çемьесене те, ăлăхсене те пулăшать. Кăçал кунта Сабантуй ирттерме спорт объекчĕсене хута янă, ăратлă лашасемпе ăмăртусем ирттерме ипподром, йывăр атлетсем тата «Корэш» кĕреш\ валли помост тунă. Çулсеренех çуран ç\ремелли кĕперсене юсаççĕ. Ытти ялшăн тĕслĕх штланакан Шăнкăртамсем кунпа кăна лăпланса ларасшăн маар, Шупашкар урамĕ хыççăн Ленин ячĕллинче те асфальт сарасшăн. «Халăхсен туслăхĕн паркĕнче машина лартма вырăн, тротуарсем çук, Чкалов урамĕнче е ача-пăча лапамĕ тумалла», - палăртрĕ Минсур Харисович.

Общество канашĕн хастарĕсем Шăнкăртампа Патăрьел сали хушшинчи хĕресленнĕ çула сарлакалатма ыйтаççĕ. Кунта ирсрен ĕçе васкакансем çуршар сехет «пăкăра» ларни пирки ăшăрханса каларĕç.Автотранспорт шучĕ нумайланнă, район центрĕ еннелле выртакан тĕп çул вара пĕрре кăна. Ял çыннисем физкультурăпа спорт комплексĕ пирки ĕмĕтленнине е пытармарĕç. Эпир Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи суту-ил\ комплексне те çитсе куртăмăр, Дамир Земдихановăн пуçарăвĕпе хатĕрлекен продукципе паллашрăмăр.

Çитсе курăр Патăрьеле…

Патăрьел те çултан-çул аталанса, \ссе, хитреленсе пырать. Эпир Гагарин урамĕнчи нумай хваттерлĕ 2, 4, 6, 8-мĕш çуртсен картишне тирпей-илем кĕртнине курса савăнтăмăр.

Ăна «Хăтлă хула хутлăхĕ» проектпа килĕш\ллĕн тунă, икĕ уйăхра хута янă. Асфальт сарнă, тротуарсем хăтланă, ача-пăча лапамĕ тунă, электричество юписем вырнаçтарнă, йывăç-тĕм лартнă.

Гагарин урамĕнчи çула уçнă кун кунта пурăнакансемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Маларах çакăнта пылчăк çăрăлнă. Гагарин урамĕ тесенех таксистсен сехри хăпнă. Çав вăхăтрах çак çулпа Паттăр» ФСКна иртсе ç\ремелле пулнă. Патăрьелсем Гагарин урамĕ малашне чи хитрисенчен пĕри пуласса шанаççĕ. Ăна хăтлăх кĕртес ĕç малалла пырать.

Культурăпа кану ентрĕ çумĕнче вырнаçнă сквер та Патăрьелсемшĕн юратнă кану вырăнĕ пуласса шанать Рудольф Селиванов. Кунта чăваш гербĕ евĕр тротуарсем хăтланă, хнарсем вырнаçтарнă, йывăç-тĕм лартнă. Нумаях пулмасть ç\лерех асăннă культурăпа кану центрĕнче «Кинобатыр» кинозал уçăлни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Кино курма пыракансен скверта уçăлса ç\ресе канма та май пулĕ. «Эпир Патăрьелте хулари пек хăтлă, илемлĕ тăвасчĕ тесе тăрăшатпăр. Ку сквера питĕ кĕтрĕмĕр, ун пирки ĕмĕтлентĕмĕр. Вăл ваттине те, вĕттине те кăмăла каясса шанатпăр», - палăртрĕ Рудольф Васильевич.

Çапла, Патăрьелсем федераци тата республика программисене хастар хутшăнаççĕ. Çавăнпах кунта çулсеренех çĕнĕ обћектсем уçăлаççĕ. Çĕнни вара малалла аталанма хавхалантарать. Район центрĕ паян хуларинчен пĕрре те кая мар.

Кунта нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртсем тăваççĕ, çулсем сараççĕ, арбат, культурăпа кану паркĕ пур, тĕрлĕ йышши кафе, лавкка тата ытти те чылай. «Пирĕн хамăр тăрăха юратмалла, вăл ултан-çул чечеклентĕр, илемлентĕр тесе пĕрле тăрăшмалла. Çак тĕллевпе пирĕн ялсене, урамсене, çуртсене, вĕсен таврашне тирпей-илем, хăтлăх кĕртес ĕçе хутшăнмалла», -çирĕплетрĕ Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

Роза ВЛАСОВА

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика