03 ноября 2017 г.
Шăнкăртамри Э. Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулти акăлчан чĕлхи вĕрентекен Ч. Ишмуратова пирки лайăххине, ыррине сахал мар çыратпăр эпир. Чулпан Минхарисовна чăннипех те мал ĕмĕтлĕ педагог. Мĕнле конкурса çеç хутшăнмасть-ши вăл? Ку хутĕнче педагог Раççей шайĕнчи регионти этапĕн "Манăн чи лайăх урок" конкурсĕнче тупăшнă. Вăл Шупашкарти электромеханика колледжĕнче иртнĕ. Унта 15 вĕрентекен хутшăннă. Тỹресем презентацие тĕрлĕ енлĕ тишкернĕ. Гуманитари енĕпе пысăк хак панă.
Чулпан Минхарисовнăн республика чысне Мускавра кăçалхи декабрĕн 1-7-мĕшĕсенче хỹтĕлемелле пулать. Ăнăçусем сунатпăр ăна.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)