03 ноября 2017 г.
Республикăри хастар педагогсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн укçан хавхалантарнă пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çак хисепе вĕсем ĕçри çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртнипе, тĕрлĕ проектпа конкурса хутшăннипе, ача-пăчапа, ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупма пултарнипе тивĕçнĕ. Йышра Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Г. Абейдуллова та пур.
Гелсирень Гадельзяновна ачасене тутар чĕлхине тата литературине вĕрентет. Кăçал вăл çак предметпа тĕнчери олимпиада валли пĕр вĕренекен хатĕрлерĕ. Тупăшу Хусан хулинче апрель уйăхĕнче иртрĕ. Маларах олимпиада куçăмсăр майпа пулнăччĕ. Унта 15 пин вĕренекенпе студент хутшăннă. 500-шĕ вара иккĕмĕш тура явăçрĕç. Вĕсем хăйсем наци чĕлхипе литературине тĕплĕн пĕлнине кăтартма пултарчĕç. Олимпиадăна Япони, Турци, Бельги, Финлянди, Белорусси, Франци, Казахстан, Узбекистан, Азербайджан, Австрали, Туркменистан, Киргизстан тата Раççейĕн 24 регионĕн çамрăкĕсем хутшăннă. Вуннăмĕш класра вĕренекен Л. Хисамутдинова вара малтисен шутне кĕнĕ.
Маларахри çул та ялти шкулта вĕренекен тепĕр ача хутшăннăччĕ çакнашкал олимпиадăна. Вăл та призерсен шутне кĕнĕччĕ. Çакăнта педагог вĕрентỹ ĕçне тивĕçлипе туса пыни курăнать те ĕнтĕ.
Г. Абейдулловăн пĕрремĕш хавхалантарăвĕ те мар çакă.
Гелсирень Гадельзяновна 2006 çулта Раççей Федераци Президенчĕн грантне тивĕçнĕччĕ. Раççей Федерацийĕнчи вĕрентỹпе наука министерствин Хисеп грамоти те пур унăн. Çак сферăри çитĕнỹсемшĕнех педагога "Раççей Федерацийĕнчи вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята та панă. Тутар Республикин вĕрентỹ министерствин "Вĕрентỹри çитĕнỹсемшĕн" кăкăр çине çакмалли палли те пур педагогăн. Гелсирень Гадельзяновна вĕрентỹре мал ĕмĕтлисемпе уйрăмшарăн ĕçлеме те ỹркенмест. Урокра вăл çĕнĕ тема панипе çеç лăпланмасть, ачасене мĕн вĕреннипе хушма материалсем тупма хăнăхтарать. Ушкăнпа е уйрăмшарăн пĕр-пĕр ĕçе кỹлĕнтерни те лайăх. Уроксем хыççăн вара тĕпчев ĕçне, практика занятийĕсене явăçтарать.
Кĕнеке вулама юратман ачасем пурах ĕнтĕ. Класс тулашĕнчи ĕçсенче çак енĕпе те ытларах вăй хума тăрăшать. Предмет эрни вăхăтĕнче вулакансен конференцийĕсем йĕркелет. Ирĕклĕ темăпа сочиненисем çыртарни е пĕр-пĕр произведенири геройсене паянхи çамрăксемпе танлаштарни (уйрăмлăхĕсене тупма хăнăхтарни) алла илемлĕ литературăна илме хистетех ĕнтĕ.
Вулани ыррине мĕн чухлĕ вĕрентет. Хурапа шурра, туслăхпа курайманлăха уçса паракан писательсен произведенийĕсем сахал мар-çке.
Чĕлхене аталантарас ĕçре наци йăли-йĕркине тытса пыма пултарни те вырăнлă. Ăруран ăрăва куçакан мероприятисем те сыхланса юлаççĕ. Хăш-пĕрне аслисене те явăçтараççĕ. Йăх тымарне тĕпчени каллех шырав ĕçне кỹлĕнтеретех.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)