Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа килĕштерсе вăй хурсан çитĕнỹсем пулаççех

20 октября 2017 г.

Октябрĕн 18-мĕшĕнчи Пĕрлехи информаци кунĕ питĕ тухăçлă иртрĕ. Унта хутшăнакансем _ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов, Чăваш Енри Наци телерадиокомпанин директорĕн çумĕ А. Магарин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов _ Шăнкăртам ял тăрăхĕнче пулчĕç. Вĕсем вырăнти пуçарупа обществăлла инфраструктурăна аталантарассипе реализацилекен проектпа, Вахитов урамĕнчи çула тĕплĕн юсанипе паллашрĕç.

Шăнкăртамсенчен тĕслĕх илмелĕх пур

Объекта палăртнă вăхăта хута ярассишĕн тăрăшни сисĕнет: хăватлă техника пĕр самант та пушă тăмасть. Унтан информаци ушкăнĕ Шăнкăртамри обществăлла канашăн ĕçне хутшăнчĕ. Кунта тĕрлĕ ыйту пăхса тухрĕç, вĕсенчен пĕри "Единая Россия" парти йĕркеленĕ "2018-2022 çулсенче ялсене хальхи вăхăтри хула хăтлăхне тивĕçтересси" программăна хутшăнасси пулчĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕ М. Валитов программăпа тума палăртакан тĕллевсем пирки _ "Халăх туслăхĕ" парка хăтлăлатасси, Чкалов урамĕнче ачасене вылямалли лаптăк тăвасси... _ каласа пачĕ.

Обществăлла канаш членĕсем унăн сăмахне тимлĕн итлесе ларнă хыççăн пĕр саслăн пулса программăн усси пысăккине, çавна май унта кĕме тăрăшмаллине пĕлтерчĕç.

Шăнкăртамсем выльăх-чĕрлĕх туянассипе, аш-какай сутассипе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Анчах юлашки вăхăтра çывăхри регионсенче усал чирсем тупса палăртнă, çавна май районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов ящур, нодулярлă дерматит пирки сăмах пуçарчĕ.

_ Асăрханулăх кирлех, унсăрăн района кăна мар, республикăна та йывăрлăха кĕртсе ỹкеретпĕр, _ терĕ С. Артамонов министр. Çавăн пекех вăл усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессине, хуçалăх кĕнекинче выльăхсене тĕрĕс шута илессине каларĕ, фермерсене, индивидуаллă предпринимательсене паракан патшалăх пулăшăвĕсем пирки ăнлантарчĕ. Обществăлла канаша хутшăнакансем Шупашкар урамĕнчи çула тăвас ыйтăва та хускатрĕç. М. Валитов ку ыйту татăлнине, çитес çула ăна программăна кĕртнине пĕлтерчĕ.

Шăнкăртамсем пур енлĕн те аталанса пыраççĕ. Выльăх йышлă усраççĕ, аш-какай тирпейлеççĕ, суту-илỹпе интересленеççĕ... Информаци ушкăнĕ "Халяль" пĕрлешỹ кăларакан продукцисемпе те паллашрĕ. Вырăнта туса кăларнă çимĕçе район çыннисем хаваспах туянаççĕ.

Хăтлă урам, илемлĕ сквер илĕртет çынсене

"Ялсене хальхи вăхăтри хула хăтлăхĕпе тивĕçтересси" программа кăçал ĕçлеме пуçларĕ. Республикăра районсенчен Юхмапа Пăла тăрăхĕ çеç унта кĕме пултарчĕ. Патшалăх пулăшăвне Патăрьелĕнчи Гагарин урамĕнче пурăнакансем питĕ лайăх туйрĕç. Халь кунта хитре те илемлĕ. "Паттăр" физкультурăпа сорт комплексĕ патнелле каякан çула асфальт сарнăран çатма пекех тикĕс. Çуран çỹрекенсем валли тротуар пур. Нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакан ачасен те савăнăçĕ иксĕлми. Вĕсем картишĕнчех чуччупа сикме, карусельпе ярăнма, выляма пултараççĕ. Ача-пăча лаптăкĕ те çак программăнах кĕрет.

Объекта уçнă çĕре ЧР министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ К. Ермолаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан В. Львов хутшăннă май Гагарин урамĕнче пурăнакансем хăйсен савăнăçне пытараймарĕç. Хăтлăх туса панăшăн республикăна, района, Патăрьел ял тăрăхне ертсе пыракансене тата строительство ĕçне пурнăçланă И. Рубцова индивидуаллă предпринимателе тав турĕç. Малашне территорие йывăç-чечек лартса хитрелетессине пĕлтерчĕç.

Культурăпа кану центрĕпе юнашар лаптăк пушăччĕ, унта мĕн те пулин кирлĕ пек туйăнатчĕ. Халăх шухăшне тĕпе хурса "Ялсене хальхи вăхăтри хула хăтлăхĕпе тивĕçтересси" программăпа вăл кĕске вăхăтрах улшăнчĕ. Халь кунта ларса канма саксем пур. Кăвак чăрăшсем, туя йывăççисем, лутра тĕмсем хушшипе уçăлса çỹреме те кăмăллă. Сквер ятне те халăхпах суйланă. Интернетра, социаллă сетьсенче ирттернĕ конкурсра Патăрьелĕнче пурăнакан Екатерина Суханова сĕннĕ Юбилейлă ят çĕнтернĕ.

_ Ку сквер пирки Патăрьелсем тахçанах ĕмĕтленетчĕç. "КиноБатыр" зала илемлĕ фильм курма килекенсем кунта канса ларма, ашшĕ-амăшĕ ачисемпе уçăлса çỹреме пултарĕç, _ терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов пухăннă çынсене ăшшăн саламланă май. ЧР министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов хăйĕн сăмахĕнче халăх пуçарăвĕ питĕ кирлине, Патăрьелсем Раççей, республика шайĕнчи проектсене хутшăннине каларĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ К. Ермолаев пĕрле килĕштерсе ĕçлесен çеç çитĕнỹсем пулнине палăртрĕ.

Информаци кунĕнче Чăваш Енре нумай хваттерлĕ çуртсене, ялсене, масарсене, çул айккисене хăтлăх кĕртесси, кĕркуннехи тата хĕллехи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхне пăхăнасси, персоналлă кăтартусен субъект прависене хỹтĕлесси пирки те калаçрĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика