Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усала çул парас марччĕ

22 февраля 2017 г.

Паян телевизорпа хаçат страницисенче час-часах вăл е ку çĕршывра террор пулни пирки пĕлтереççĕ. Сăмаххине илтсенех чун сỹ-ỹ! туса каять. Ара, террористсем ачасене те, аслисене те хĕрхенмеççĕ. Мухтав Турра, республикăра тĕрлĕ наци халăхĕ пурăнать пулсан та лару-тăрăвĕ ку енчен тĕрĕс-тĕкелех тăрать. Анчах çакă лăпланмаллине, пĕр шухăшсăр пурăнмаллине пĕлтермест. Усалăн ури саккăр, вăл таçта та çитеет, çавăнпа та унран маларах сыхлансан ла-йăхрах. Шăпах çак тата ытти ыйтусене хускатрĕç Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулта республика шайĕнче "Ислам тата паянхи Раççейре экстремизмпа терроризмăн профилактика ыйтăвĕ" темăпа йĕркеленĕ "çавра сĕтеле" пухăннисем. Мероприятие район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, ЧР АТК (терроризма хирĕç кĕрешекен комисси) аппарат начальникĕ Е. Терешин, Шупашкарти коператив институчĕн воспитани енĕпе ĕçлекен О. Ефремова проректор, ЧР мăсăльмансен духовенствин управленийĕн председателĕ Мансур Хазрат Хайбуллов, ял тăрăх пуçлăхĕсем, шкул директорĕсемпе учительсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. "Çавра сĕтеле" ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн терроизма хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссин пай консультанчĕ Т. Гринь ертсе пычĕ.

Яш-кĕрĕм пуçне усал шухăш кĕртес тата хăйсем майлă çавăрас тесе террористсем тĕрлĕ майпа усă кураççĕ. Пĕлтĕр кăна ИГИЛ (Исламское государство Ирака и Леванта) хыççăн пыракансем хăйсем енне куçма чĕнекен 700 ытла видеоролик кăларнă. Тĕрлĕ чĕлхепе, вăл шут-ра вырăсла та, куçа илĕртекен журналсем пичетленĕ. Ăнăçсăр çемьесенчи çул çитмен çамрăксем кăна мар, аслă пĕлỹллисем хушшинче те вĕсене ĕненекенсем пур. Хĕрсемпе каччăсем пурнăçри сăнара шыранă май хура чунлисен аллине çакланаççĕ. Апла пулсан вĕсемпе ытларах ĕçлемелле, айккинчен çеç пăхса тăмалла мар. Шкулсенче, вĕренỹ заведенийĕсенче терроризм пирки калаçусем ирттерни, интернационалла туслăх клубĕсене, волонтерсен ушкăнĕсене туса хуни те усала çул памасть.

О. ПАВЛОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика