Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк хаклав кỹрет савăнăç пĕр «лав»!

04 октября 2016 г.

ШĂНКĂРТАМРИ пĕрремĕш вăтам шкул коллективне професси уявĕ умĕн ырă хыпар çитни педагогсене черетлĕ вĕренỹ çулне ăнăçлă вĕçлеме хавхалану çеç кỹрĕ. Учительсен ушкăнне сахал мар çул ертсе пыракан Г. Абейдуллова хастар шкул директорĕ çак кунсенче И. Я. Яковлев ячĕллĕ университет йĕркелекен конкурса хутшăннă. Студентсен йышăну кампанийĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен «Топ директоров школ» тупăшура Гельсирень Гадельзяновна профориентаци енĕпе виççĕмĕш степеньлĕ диплома илме тивĕçнĕ.

Республикăри 180 шкул хутшăннă тупăшура призер пулма çăмăлах килмен. Ку тĕлĕшпе тỹре членĕсем асăннă шкул ертỹçин ырми-канми ĕçне, пуян опытне, професси ăсталăхне, çавăн пекех ачасене аслă шкула вĕренме кĕме хатĕрлес ĕçре пысăк тăрăшулăх кăтартнине тĕп вырăна хунă. Асăннă коллективран кăçал та университетра сахал мар каччăпа хĕр пĕлĕвне малалла тăсать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика