Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнсан килĕшỹ пулĕ çемьере ялан

01 июля 2016 г.

Нумаях пулмасть Шăнкăртамри Шршасен çемйипе паллашма тỹр килчĕ. Сăлтавĕ те çакна валли пысăк пулчĕ _ Фенис Хайдаровичпа Гузялия Шефигулловнăна "Ашшĕ- амăшĕн мухтавĕ" орденăн медальне панă. Çак хисеплĕ паллăна илме тухнă чухнехи хумхануранах пуçларĕç калаçăва та. _ Хамăра çакăн пек чыс тивĕçессе нихăçан та шухăшламан. Пĕлсессĕнех пĕр хумхантăмăр, пĕр савăнтăмăр. Инçе çула кĕскетсе Чулхулана çити медале илме кайрăмăр. Пире унта ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. "Ашшĕ- амăшĕн мухтавĕ" паллăна Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич çакса ячĕ. Çав самантра чĕре кăкăртан сиксе тухасла тапрĕ. Михаил Викторович вара пирĕнпе питĕ лайăх калаçрĕ. Сăн ỹкерĕннĕ чухне Алмаз ывăла хăйĕн умнех тăратрĕ. Кайран Раççей телевиденийĕнчи журналистсем интервью илчĕç. Çак кун пирĕн асра яланлăхах тăрса юлчĕ, _ терĕ Гузялия Шефигулловна савăнăçлă лару-тăрăва аса илнĕ май. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Ризиляпа Лилия амăшĕн сăмахĕсене çирĕплетес тенĕ евĕр, паллă кунри сăн ỹкерчĕксене кăтартма пуçларĕç. Пĕринче М. Бабич 25 çул пĕр сукмакпа утакан мăшăра медаль çактарать, тепринче чечек çыххи тыттарать... Чăнах та, çемьешĕн кунта кашни самант питĕ хаклă. Юлашкинчен ỹкерĕннинче вара пурин те куçĕ телейпе тулни палăрать. Çулсем иртсен те çак сăн ỹкерчĕкĕн сумĕ çухалмĕ. Мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем ун çине пăхса аслашшĕ-асламăшĕпе, кукашшĕ-кукамăшĕпе мухтанĕç, хăйсен ачисене вĕсем пирки пĕлтерĕç. Каласа памалли вара вĕсен çителĕклех пулĕ...

Гузялия Шефигулловнăпа Фенис Хайдарович иккĕшĕ те Шăнкăртамрах, пĕр урамрах, йышлă ачаллă çемьесенче çуралса ỹснĕ. Вĕсен тĕп килĕ-сем те пĕр-пĕринчен аякра пулман. Темиçе çурт урлă çеç пурăнакан чипер хĕре каччă юта ярас темен, 1991 çулта, мартăн 9-мĕшĕнче вĕсем пĕр çемье çавăрнă. Ун чухне Хусанти педагогика училищин дипломне илнĕ Гузялия Шефигулловна Патăрьелĕнчи "Василек" ача садĕнче, Фенис Хайдарович Елчĕкри хатĕрлев кантурĕнче ĕçленĕ. Вăхăт иртнĕçем çемьене "çĕнĕ кайăк" вĕçсе килнĕ. Паян аслă хĕрĕ _ Роза _ 24 çулта, мăшăрлă. Аслă пĕлỹ илнĕ. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Каярах Шршасен çемйине тата икĕ чиперккепе ывăл хутшăннă. Йыш пысăкланнăçем маларах хăйсен вăйĕпе кирпĕчрен тунă çурт та пĕчĕк пек туйăнма пуçланă, хăват çитерсе иккĕмĕш хутне хăпартнă. Кермен пек пỹртре ачасене уроксене хатĕрленме те, вăйăсем выляма та условисем пур. Çитĕнекен ăру та ашшĕ- амăшне çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăрать. Пĕри тепринчен лайăхрах вĕренет. Шкулта, районта, республикăра ирттерекен предмет олимпиадисене, спорт мероприятийĕсене хаваспах хутшăнаççĕ, çĕнтерỹсемпе тав- рăнаççĕ. Ара, вĕсен камран тĕслĕх илмелли те пур вĕт. Гузялия Шефигулловнăпа Фенис Хайдарович та яланах халăхпа пĕрле. Вĕсем районта йĕркеленĕ "Çулталăк çемйи" конкурсра малти вырăн йышăннă. Шупашкарта йĕркеленинче çемьене "Единая Россия" парти "Ырă чĕре" номинаципе хакланă. Çавăн пекех çурт ăшшине упраканĕ "Авангард" хаçатпа та çыхăну тытать. Статьясемпе пĕрлех тутарла, вырăсла сăвăсем çырать. Чунран тухакан йĕркесенчен хăшĕ-пĕри вулакансем патне çитнĕ те ĕнтĕ.

Шршасен çемйипе тĕплĕнрех паллашнă май çуртра килĕшỹлĕх хуçаланни сисĕнчĕ. Предпринимательте тăрăшакан Фенис Хайдарович çуртра яланах çителĕклĕх, "Сандугач" ача садĕнче вăй хуракан Гузялия Шефигулловна ăшăлăх пултăр тесе тăрăшаççĕ. Пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пыраççĕ.

_ Çемье телейĕ мĕнре тесе шухăшлатăр? _ ыйтрăм вĕсенчен. _

Пĕр-пĕрне ăнланса пурăннинче тата... Тата хамăр çуратнă ачасенче. Ирхине вăранатăн-и, каçпа çывăрма выртатăн-и _ вĕсем çинчен шухăшлатăн. Ачасем çитĕнỹсем тăваççĕ _ пĕрле савăнатпăр, мĕн те пулин пулмасть _ татах пĕрле, _ терĕç Шршасем кăшт шухăшласа тăнă хыççăн пепкисем çине ăшшăн пăхса.

Мĕнех калăн ку сăмахсем çумне хушса? Малашне те тăнăçлăх çеç пултăр çак çуртра.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика