Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр çын каять, ят юлать

28 июня 2016 г.

 ШĂНКĂРТАМРА çуралса ỹснĕ Мунир Минуллович Нигматуллова ялта çеç мар, республикăра та, унăн тулашĕнче те пĕлеççĕ. Филологи наукисен кандидачĕ, Елабугăри аслă шкулта тутар чĕлхин кафедрине чылай çул ертсе пынă профессор район хаçачĕпе те тачă çыхăну тытатчĕ. Унăн сăввисемпе хайлавĕсене вулакан час-часах хак пама пултарнă. Шел, ырă çыннăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, иртнĕ çул Мунир абый пиртен ĕмĕрлĕх уйрăлса кайрĕ.

Ыр çын вилсен ырă ят юлать, тенĕ ваттисем. Мунир Минуллович пирки паян та унăн вĕренекенĕсем ăшă сăмах калаççĕ, тарăн пĕлỹшĕн пуç таяççĕ. Çак кунсенче Тутар республикинче тухса тăракан "Пирĕн тупра" литературăпа художество журналĕнче Фатих Кутлу вĕренекен профессорăн пархатарлă ĕçĕпе кăтартуллă çемйи пирки пысăк асаилỹ-очерк шăрçаланă. Автор уйрăмах унăн творчествине, чĕлхе пуянлăхне те палăртса хăварнă. "Мунир абый хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламланă пĕр предложенире çеç 224 ытарлă сăмаха усă курма пултарнă!" _ хак панă унăн творчествине хайлавра.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика