Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пограничниксем _ уявра, Шăнкăртамсем сабантуйра савăнчĕç

31 мая 2016 г.

 Май уйăхĕ çав тери уявсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри _ Пограничниксен кунĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе чикĕ хуралçисем кăçал та Патăрьелĕнчи кану паркĕнче пограничниксен çарĕнче службăра тăнă ветерансене хисеп туса лартнă палăк умне пуçтарăнчĕç.

Мероприятие хутшăннисене район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ Евгений Семенов, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Анатолий Моисеев, ытти çар службинче тăнă ветерансем саламларĕç. Районти пограничниксен пĕрлĕхĕн уйрăм хастарĕсем, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта чикĕ хуралçисен кадет класĕнче вĕренекен çамрăк ачасем Хисеп грамотисене, тивĕçлисем вара пограничниксен пĕрлĕхĕн паллине, медальне тивĕçрĕç. Асăннă шкулти кадет класĕн çамрăк сцена ăстисем хатĕрленĕ юрă-ташă композицине пăхма та кăмăллă пулчĕ. Майăн 28-мĕшĕ районта çак уявпа çеç вĕçленмерĕ. Çак кунхинех Шăнкăртамра ака-суха хыççăнхи сабантуй кĕрлерĕ. Яланхи йăлапах çак пысăк уявра производствăра ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ хастарсене чысларĕç, сцена ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, спортсменсем ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç... Ипподромри лаша спорт ăмăртăвĕ вара яланхиллех чи кăсăкли пулчĕ. Ял тăрăх ĕçченĕсене савăнăçлă уяв ячĕпе район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ М. Валитов, Улатăр хула пуçлăхĕ А. Седов, Тутар республикинчи Алькеево район глави А. Никошин тата ытти хăнасем те саламларĕç.

Çак кунхинех районти ытти хăш-пĕр ялсенче те акатуй-сабантуйсем иртрĕç.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика