08 декабря 2015 г.
Ку хыпара илтсен, пытармастăп, савăнтăм. Пирĕн хĕрсем кĕрешỹ енĕпе пысăк ăмăртусенче пĕрре маар палăрнă-ха, анчах яшсем çĕнетерйменччĕ.
Тĕнче чемпионачĕн паттăрĕ вăл- Марат Купкенов. Патăрьел тăрăхĕнчи Шăнкăртам каччи спортпа ачаран туслă. Хусанти аслă шкулта вĕренекен çамрăк хальхи вăхăтра та тĕрлĕ турнира хутшăнать. Фарид Чабатов тренер патĕнче ăсталăха туптаканскер çĕршыври вун-вун ăмăртура çĕнтернĕ. Иртнĕ çул 20-ри спорсмен Раççей чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăса тĕнче чемпионатне хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. Унта вăл 60 килограмлă виçере кĕрешнĕ. Кашни тытăçура хăйĕн "тăшманĕсене" парăнтарса финала тухнă. Юлашки тупăшура Раççей спорт мастерĕ Узбекистан спортсменне, 2013 çулхи Пĕтĕм тĕнче Универсиадин чемпионе А.Кхабибулаева çĕнтерме пултарнă.
Хусан хулинчи "Ак Барс" спорт керменĕн кавирĕ çинее 20 çĕршывран 60 ытла спорсмен тухнă. Раççей чысне 6 кĕрешỹçĕ хỹтĕленĕ. Тĕлĕнмелле те, вĕсем пурте хăйсен виçисенче мала тухнă. Турнир пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн команда пĕрремĕш вырăн йышăнса çĕнтерỹçĕ Кубокне çĕнсе илнĕ.
А.Михайлов
Источник: "Хыпар"