Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Географсен фестивалĕнче

20 февраля 2013 г.

Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн планĕпе килĕшÿллĕн Шăнкăртамри Э. Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулта районти географи учителĕсен пĕрремĕш методика фестивалĕ иртрĕ. Ăна “Ку чухнехи шкулти чи лайăх географи урокĕсем” темăпа йĕркелерĕç. Предмета вĕрентес ĕçри наукăпа методика шайне ÿстересси, вĕрентекенсен пултарулăхне палăртасси, вĕсен опычĕсемпе тата вĕрентÿ технологийĕсемпе паллашасси, çут çанталăка юратма тата ăна сыхласа хăварма хăнăхтарасси фестивалĕн тĕп тĕллевĕсем пулчĕç.

Мероприятине 16 учитель, вĕ-рентÿ пайĕн ертÿçин çумĕ Н. Федорова, Л. Базунова, Е. Перепелкина, Э. Молотков информаципе методика центрĕн методисчĕсем хутшăнчĕç. Эксперт комиссийĕ вĕрентекенсем панă уçă уроксене тимлĕн пăхса çакăн пек хакларĕ: “Чи лайăх географи урокĕ” номинацие Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти В. Артемьев, “Уроксенче компьютер технологийĕпе чи лайăх усă куракан” номинацие Первомайскинчи вăтам шкул учителĕ Н. Янаслова, “Класс тулашĕнчи чи лайăх мероприяти” номинацие Сăкăтри С. Елкин тивĕçрĕç. Вырăнти шкул учителĕ Ф. Юнисова чи лайăх урок методикипе палăрчĕ. Чи лайăх экономика географийĕн урокне Тутар Сăкăтĕнчи А. Хакимова пачĕ. Çĕнтерÿçĕ-вĕрентекенсем çитес вăхăтра республика шайĕнче иртекен Çĕнĕ Шупашкарти фестивале хутшăнĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика