Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул директорĕн черетлĕ çитĕнĕвĕ

27 декабря 2014 г.

ШĂНКĂРТАМРИ пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Г. Абейдулловашăн иртсе пыракан лаша çулталăкĕ пĕр йĕрсĕр те сарăмсăр çеç юлман. Çак кунсенче Каçал тăрăхĕнче йĕркеленĕ тутар халăхĕн Чăваш Республикинчи çутĕç кунĕнче Тутарстанри наци вĕрентĕвĕпе наука министерствин управлени начальникĕ Л. Ахметзянова Гельсирень Гадельзяновнăн кăкăрĕ çине "Вĕрентỹри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" паллăна çакса янă. Шкул ертỹçин çитĕнĕвĕсем пирки каласа хăвармасăр та май çук. Чăн малтанах вăл ертсе пыракан ачасем тутар чĕлхипе тата литературипе çулсеренех район тата республика шайĕнчи олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăннине палăртмалла. Вăл çеç те мар. Ача амăшĕ, хисеплĕ вĕрентекен республикăра иртекен культура мероприятийĕсен хастар членĕ. Педагог 2006 çулта Раççей Федерацийĕн Грантне, 2007 çулта ЧР Президенчĕн Тав Çырăвне тивĕçнĕ, пĕлтĕр вара ăна "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вĕрентỹ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Апла пулсан, кăçалхи парне унăн архивĕнче пĕрремĕш мар.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика