Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял аталансан çĕр-шыв та пулĕ çирĕп

17 декабря 2014 г.

 Районта çулленех "Шăнкăртамри диалог" экономика форумне тата "Шăнкăртам вулавĕсем" наукăпа практика конференцине ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ те кашнинчех ỹссе пырать. Декабрĕн 12 тата 13-мĕшĕсенче пулнă мероприятине Раççейри тĕрлĕ хуларан тата ют çĕр-шывран килнĕ хăнасем пуçтарăнчĕç.

Пĕрремĕш кунхине, "Предпринимательлĕх вăй илни Раççейри ялсене аталантарма пулăшакан фактор" темăпа йĕркеленĕ регионсем хушшинчи тăваттăмĕш форума, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев та хутшăнчĕ. Ăна район пуçлăхĕ М. Петров, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, "Московский Муфтият" Тĕп регионти тата Мускаври, Чăваш Енри мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, Раççей Федерацийĕнчи Обществăлла палатăн членĕ Альбир-хазрат Крганов муфти, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ М. Айзатуллов кĕтсе илчĕç.

Турă этеме çĕр çине сухалама, акма... туса янă. Çавăнпа та ялта пурăнаканăн ĕçĕ яланах хисеплисенчен пĕри пулнине палăртса пуçларĕ хăйĕн сăмахне Альбир-хазрат Крганов муфтий. Унтан вăл Шăнкăртам ял тăрăхĕн пурнăçĕ, демографи лару-тăрăвĕ пирки кĕскен чарăнса тăчĕ. Сăмах май, кунта ача çураласлăхĕ çын вилессинчен пысăкрах. Муфтий республика Пуçлăхне тата Раççей Правительствине Шăнкăртамра социаллă объектсемлĕ çĕнĕ микрорайона хута яма палăртнăшăн тав турĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев форума хутшăнакансене Конституци кунĕпе саламларĕ. Предпринмательлĕх аталанни çынсен пурнăçĕ лайăхланнине кăтартакан çăл куç иккенне пĕлтерчĕ.

"Паян республикăра тата Раççей Федерацийĕнче те, предпринимательлĕхе вăй илме условисем çителĕклĕ. Патшалăх органĕсен тĕп тĕллевĕ _ предпринимательсен шухăшĕсене, проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пысăк пахалăхлă ĕç вырăнĕсене хута ярасси, шалăва ỹстересси, пĕрлех пурнăç условине те аванлатасси, _ палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. Çавăн пекех ялсенче çĕнĕ производствăсем уçăлни, агропромышленность комплексĕсем аталанни, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хуçалăхсенче хальхи вăхăтри технологисене туянни, алă вăйĕпе ĕçлесси чакса пыни, наукăри тата техникăри çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртни пирки те каларĕ.

"Паян санкцисем тăратнине, чикĕсене хупнине шута илсен, суту-илỹ рынокĕнче Раççей тата чăваш çĕрĕ çинче ỹснĕ апат-çимĕç пулмалла. Пирĕн производительсем, хушма хуçалăхсем, фермер тата пысăк хуçалăхсем тата çỹллĕрех шая тухма пултараççĕ", _ терĕ М. Игнатьев.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Патăрьел çĕрĕ çинче ахальтен ирттермеççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чăннипех те ĕçлĕхлĕ тата хастар халăх пурăнать. Çакна районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх вăй илсе пыни те çирĕплетет. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа пĕчĕк бизнесра тăрăшакансем 461 млн тенкĕлĕх продукци (пĕлтĕрхинчен 8 процент ытларах) кăларнă. Фермер хуçалăхĕсем çĕр улми, пахча-çимĕç хранилищисем, фермăсем хута яраççĕ. Çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ, ăратлă выльăхсем туянаççĕ. Паллах, çакăнта патшалăх паракан пулăшусен витĕмĕ те пысăккине район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов пусăмлатсах каларĕ.

Форум хыççăн М. Игнатьев, Н. Глухов тата ытти хăнасем те Шăнкăртамри Д. Земдихановăн "Халяль" суту-илỹ комплексне, çăкăр-булка пĕçерекен цеха, Ф. Чебатов фермер хуçалăхне, "Анăç" микрорайона çитсе курчĕç.

Декабрĕн 13-мĕшĕнче "Шăнкăртам вулавĕсем" наукăпа практика конференцийĕ "Раççей ялĕсенчи ислам культури: теори тата практика ыйтăвĕсем" темăпа иртрĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика