19 ноября 2014 г.
Ял территорийĕсене аталантармалли федераллă тата Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсене комплекслă, компактлă, пĕр вырăнта тăвас тата хăтлăлатас тĕлĕшпе пурнăçламалли программăсемпе килĕшỹллĕн Шăнкăртам ял тăрăхĕ хỹтĕленĕ проектпа "Западный" микрорайонта Дорожная, Солнечная, Луговая, Западная урамсенче автомобиль çулне сарма, физкультурăпа сывлăх комплексне хута яма, кунти района шывпа тивĕçтерме палăртнă. Çак тĕллевпе 2014 çулта федераци хыснинчен _ 24,500 миллион, республикăран 23,580 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Йĕрке тăрăх укçа-тенкĕ тĕлĕшĕпе Шăнкăртам ял тăрăхĕ те пая кĕнĕ, 1,28 миллион тенкĕ уйăрнă. Проектпа килĕшỹллĕн маларах асăннă тăватă урамра тăватă çухрăм ытларах асфальт çул пулмалла. Ăна кăçалхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа 2015 çулхи июнь уйăхĕччен туса пĕтерме палăртнă. Иртнĕ вырсарни кун, ноябрĕн 16-мĕшĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов ĕç вырăнне тухса пĕрремĕш канашлу ирттернĕ. Канашлăва Мускав тата Тĕп регионти Мусульман Тĕн Управленийĕн Муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Обществăлла палата членĕ Альбир хазрат Крганов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ В. Краснов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ М. Айзатуллов, район депутачĕсен Пухăвĕн, ял тăрăх депутачĕсем, Шăнкăртамри Обществăлла Канаш представителĕсем тата ыттисем те хутшăннă. Канашлура строительсен ĕç графикне пăхса тухнă, ытти хăш-пĕр ыйтусене те сỹтсе явнă.
А. НИКОЛАЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)