12 ноября 2014 г.
Çурт-йĕр тăвасси нихăçан та çăмăл пулман. Унчен строительство материалĕсене тупма йывăррипе нушаланнă. Кирпĕч туянма Шупашкара çур çĕр иртсенех ятарласа черет йышăнма кайнине иртнĕ ĕмĕрте пỹрт хăпартнисем нумайăшĕ ас тăваççĕ-тĕр. Çавăн пекех урай-мачча сарма йывăç кирлипе ар- çынсем вăрмансене пĕр вĕçĕм çỹретчĕç. Анчах ун чухне пĕр ырă йăла пурччĕ: çынсем ытларах нимелле ĕçлетчĕç. Шăмат кун е вырсарни кун çитсен кам патне те пулин ĕçлеме кайнă.
Паян кирпĕч, хăйăр е тата ытти япаласене ăçтан тупасси пирки пăшăрханмалли çук _ пасарта вĕсене сутакансем çителĕклех. Киле килсех параççĕ. Укçуна кăна хатĕрлесе хур. Шел пулин те, пĕр-пĕрне пулăшмалли ырă йăла пĕтсе пырать. Самани халь çапларах-ши е чунсем хытса пыраççĕ-ши? Уйрăмах çамрăксене, ура çине тăма кăна пикеннисене, çурт-йĕр çĕклеме йывăр. Нухрачĕ самаях кирлĕрен пахча çимĕçне те ỹстереççĕ, картиш тулли выльăхне те тытаççĕ. Пирĕн енчи халăх чăннипех те ĕçлĕхлĕ тата тăрăшуллă çав, çакна килен-каян хăнасем те палăртаççĕ. Кермен пек çуртсем патшалăх пулăшнипе хăпарнине те каласа хăварас килет. Районта яш-кĕрĕме тĕрев пама федерацин "Çурт-йĕр" программăн 2011-2015 çулсенче "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çум программа аван ĕçлет. Унпа 25 çамрăк çемье 12805,539 пин тенкĕлĕх усă курнăччĕ. Нумай пулмасть вара çак программăпа килĕшỹллĕн Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи М. Фахуртдиновпа Р. Салеев çемйисем çурт-йĕр тума е туянма ирĕк паракан свидетельство илнĕ. Икĕ çемье пирки те ялта ырăпа кăна калаçаççĕ.
Фахуртдиновсем 4 ача пăхса çитĕнтереççĕ. Икĕ хĕрĕ шкула çỹрет, ыттисем вара пĕчĕкрех-ха. Çемье вучахне упраканни, Гельнара Ибрагимовна, чи кĕçĕннипе декрет отпускĕнче. Марс Минтагирович фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, çавăн пекех выльăх шăмми-шаккине утилизацилессипе те ĕçлет.
Ремис Решитовичпа Гельнара Рауфовна та 3 ачана кун çути парнеленĕ. Çемье выльăх-чĕрлĕх йышлă тытать. Кил хуçи шăпах вĕсене пăхать. Г. Салеева "Дуслык" ял хуçалăх предприятинче юристра тăрăшать.
Куç умĕнче сарăлса пыракан Шăнкăртамра çывăх вăхăтра татах çĕнĕ çуртсем хушăнасса кĕтмелли çеç юлчĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)