10 сентября 2014 г.
РАЙОН прокуратурин работникĕсемпе Роспотребнадзор специалисчĕсем организацисемпе предприятисенче санитарипе эпидемиологи çинчен кăларнă федераллă саккунсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесех тăраççĕ.
Хальхинче вĕсем Шăнкăртамри выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлекен тата аш-какай хатĕрлекен цеха çитнĕ. Вĕсенче СанПин нормисене пăснине тупса палăртнă. Цехра лайăх мар шăршă тата каяшсем кỹленсе тăни тĕрлĕ чир-чĕр аталанас хăрушлăх кăларнă. Çакна сирес тĕллевпе прокуратура ĕçченĕсем предпринимательсен тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Çак ĕçе Роспотребнадзор малалла тĕпчет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)